Ырăлăх - вăй тата пĕрлĕх палли

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.11.2022, 12:06 Просмотров: 386

Килсен авланăп!

Çакăн пек сăмахсемпе сывпуллашрĕ Евгений хăйĕн тăванĕсемпе, автобуса ларнă май.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, тулли мар мобилизаципе Ульяновск облаçĕнче çар вĕренĕвне хутшăнакан çамрăксене канмалли кунсенче килĕсене ячĕç. Вăрнар каччисем те икĕ кун çемьере çывăх çыннисемпе пĕрле пулчĕç. Вырсарникун вĕсем çар чаçне Вăрнарта пухăнса кайрĕç.

Икĕ эрне ытларах тапхăрта çамрăксем хăюлланни, çирĕпленни сисĕнчĕ. Пăлханăвĕ те сахалрах пулни палăрчĕ. Çакă, паллах, вĕсем хăйсем умне тухнă яваплăха чĕрепе туйнипе çыхăннă. Çĕршыв хăйне хÿтĕлеме ыйтнине вĕсем таса чунпа йышăнчĕç-çке.

- Ывăл мобилизаци йĕркине лексен, алла повестка илсен хăшĕсем пек хăраса ÿкмерĕ. «Хамăн ята, хамăн хушамата ямастăп, каятăп», терĕ. Эпир те ун шухăшĕпе килĕшрĕмĕр, - пĕлтерчĕ, акă, Евгенийĕн ашшĕ.

Малтикас Ялтăрари Эдуард Матвеев пĕр тăрăхри çамрăксене ăсатма килнĕ. Хăй вăл - çар пенсионерĕ. Чечняри çар ĕçĕсене хутшăннă. Халĕ тĕп хулари пĕр патриотла организацин председателĕ. Ентешĕсем çĕршыва хÿтĕлессине кирлĕ пек йышăннине, ун тăнăçлăхне яланах сыхлама хатĕр пулнине пĕлтерчĕ.

Вăрнарсем вăрнарсемшĕн

Çар чаçне каялла çитме çамрăксене «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ пулăшрĕ.

Каламалла, компанин предприятийĕсем ентешсене ятарлă çар операцийĕ тытăнсанах пулăшу алли тăсрĕç. Халĕ, акă, вĕсем хамăр районтан мобилизациленнĕ граждансене тĕллевлĕ пулăшма йĕркеленĕ «ZOV Вурнары» ушкăн ĕçне те хастар хутшăнаççĕ. Завод директорĕ Владимир Свешников, социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров, «Звездопад» АХО-н гендиректорĕ Владимир Яковлев чăннипех те уçă чĕреллĕ çынсем. Ырăлăх вара - вăй тата пĕрлĕх палли, теессĕм килет манăн.

Иртнĕ эрнере, акă, завод коллективĕ 250 пин тенкĕ, «Химик» спорт клубĕн ĕçченĕсем 25 пин тенкĕ, «Химик-Август» футбол клубĕ 36 пин текнĕ пухнă. Укçа-тенкĕ пулăшăвне «ZOV Вурнары» пуçару ушкăнне панă. Маларах «Звездопад» ĕçченĕсем 157 пин тенкĕ ытларах хывнине çырнăччĕ.

Пуçару ушкăнĕ, çавăн пекех мобилизациленнисем компани ертÿлĕхне, унсăр пуçне район çыннисене пулăшушăн, хавхалантарушăн чĕререн тав тăваççĕ.

Эрне пуçламăшĕ тĕлне, сăмахран, вăрнарсем вăрнарсемшĕн 1,8 миллион тенкĕ ытларах пухнă ĕнтĕ. Ун пысăк пайне салтаксене чи пирвай кирлĕ япаласемпе хатĕрсем туянма янă. «ZOV Вурнары» ушкăн, палăртмалла, кашни япалана çар процесне шута хурса туянать.

Çакна та ырламалла - пулăшу мобилизациленнĕ кашни ентеше çитĕ. Эрне вĕçĕнче, акă, йĕркелÿ пухăвĕ хыççăн пуçару ушкăнĕ гуманитари пулăшăвне боецсен тумтир, пушмак виçисене кура уйрăмшар тĕркемсем çине пайланă ĕнтĕ. Кирлĕ япаласене туянса пĕтерсен вĕсене çар чаçне çитерсе кашнине парĕç.

Кашниех пулăшма тăрăшать

Районта пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнма хатĕрленекен çамрăксене пулăшма тăрăшаççĕ. Вăрнарта ку енĕпе уйрăм пункт ?вăл Ленин урамĕнчи 54-мĕш çуртра вырнаçнă, ЦСОН% уçнине çырнăччĕ.

Настасья Спиридонова, акă, салтаксем валли телефонсем валли пауэрбанксем, хунарсем тата термоссем парса пулăшнă. Вăрнар чиркĕвĕ ăшă япаласемсĕр пуçне тĕне ĕненекенсем пухнă 30 пин тенке «ZOV Вурнары» ушкăна панă.

Пуканкассинчи Хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем, акă, çăм нускисем çыхма тытăннă.

Çĕрпелти шкул коллективĕ, ачасем, ашшĕ-амăшĕ те ырă ĕçе хутшăннă - ăшă япаласем, вăрах вăхăт упранакан апат-çимĕç, гигиена предмечĕсене пухнă. Кашни курупкана çырусем чикнĕ. Çавăн пекех мобилизациленнисем валли «ZOV Вурнары» ушкăна 25 пин те 500 тенкĕ куçарса панă.

Санарпуç тăрăхĕнче пурăнакансем те аякра юлман. Маларах вĕсем хăйсен ялĕсенчен мобилизациленнĕ çамрăксене пулăшма Телеграм-каналта ятарлă ушкăн уçнă. Халăх хастар хутшăннипе 120 пин ытла тенкĕ пухăннă. Ун пĕр пайĕпе кирлĕ япаласем туянса çар чаçне çитерсе панă, ыттине «ZOV Вурнары» ушкăна куçарма палăртаççĕ.

Пăртассем пулăшу валли 13500 тенкĕ пухнă.

Пирĕн тăнăçлăхшăн, пирĕн пурнăçшăн хÿтĕлеве тăракан çамрăксене кашниех пулăшма пултарать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика