Пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшлăн йышпа вăй хурсан ĕç ытларах ăнать. Çавăнпа ĕнтĕ тĕрлĕ обществăлла организацисем малашне хутшăнса, пĕр чăмăра пухăнса тимлес тесе пĕлтĕрхи октябрьте «Вăрнар районĕн патриочĕсем» пĕрлĕхлĕ организаци туса хучĕç.
Унтанпа çулталăк иртсе кайрĕ. Нумай та мар, анчах çак кĕске тапхăрта та район ăнăçлăхĕшĕн, çамрăк ăру пуласлăхĕшĕн çунакан хастарсем чылай ĕç тума пултарчĕç. Кашни ушкăн хăйĕн уйрăм тĕллевĕсемпе тимлерĕ çеç мар, ыттисем ирттерекен мĕнпур мероприятие те хутшăнчĕ. Каламалла, районтисене кăна мар, республика шайĕнчисене те. Çулталăк хушшинче туса ирттернĕ ĕçе район патриочĕсем нумаях пулмасть тĕп библиотекăри канашлура пĕтĕмлетрĕç.
Пĕрлĕхлĕ ĕçĕн тĕп енĕ, паллах - район малашлăхне «çыракан» çамрăксене патриотизм витĕмĕпе воспитани парасси. Мероприятисен пысăк пайне шăпах та çак шухăшпа ирттернĕ.
Пĕлтĕр, акă, Санарпуç шкулĕнче Виктор Сидюхин ячĕпе хисепленекен кадет-тинĕс класне уçрăмăр, торжествăлла лару-тăрура вĕсене Тинĕс-çар флочĕн тата хăйсен уйрăм ялавĕсене, значокĕсене патăмăр. Июлĕн 31-мĕшĕнче вара, Тинĕс-çар флочĕн кунĕнче, пирĕн çамрăк моряксем Вăрнарти тĕп площадьри уявра хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Пограничниксен кунĕ те çавăн пекех кадет класĕсен выступленийĕсемпе питĕ пуян пулчĕ ?пуçаруçисем - Юрий Никифоровпа Иван Яковлев%. Вĕсем Хапăсра иртнĕ слетра та маттур пулчĕç - çар хатĕрленĕвĕ енĕпе те, пултарулăх тĕлĕшпе те пысăк ăсталăх кăтартрĕç.
Вăрнар районĕн патриочĕсем - шкулсенчи «Хăюлăх урокĕсен» яланхи участникĕсем. Сăмахран, Çĕрпел шкулĕнче вĕренекенсемпе, Раççей Çар Мухтавĕн кунĕнче ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсемпе краеведени музейĕнче тата ытти вĕренÿ учрежденийĕсенче тĕлпулусене хутшăннă. Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 33 çул çитнĕ тĕле вĕренекенсемпе Çĕрпелти культура çуртĕнче «çавра сĕтел» тавра пухăнса калаçрăмăр. Ачасемшĕн те, пирĕншĕн те пĕлтерĕшлĕ, усăллă ку тĕлпулусене чи хастар патриотсенчен пĕри – Николай Иванович Васильев - йĕркелерĕ. Вăл, тĕрĕссипе, хăй чылай мероприятисен пуçаруçи тата вĕсене тивĕçлĕ ирттерме пĕтĕм вăй-хала хывса тăрăшаканĕ те. Вăл хавхалантарнипех эпир, обществăлла организацисен ертÿçисем, Авиаципе космонавтика кунĕнче Шуршăла - мухтавлă ентешĕмĕр-космонавтăн Андриян Николаевăн музейне - çитсе куртăмăр.
Пĕр тĕвве пĕрлешнĕ организацисем çак кĕске тапхăрта та районăн обществăлла пурнăçне чăнах та çав тери курăмлă тÿпе хыврĕç. Ушкăнсен активисчĕсем йĕркеленĕ мероприятисем анлă та хăйнеевĕрлĕ - вĕсемпе район хаçатĕнче те паллаштарсах тăтăмăр. Хăшĕ-пĕрисене кăна аса илер. Акă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче стрелоксен 359-мĕш полкĕ тăнă техникумра Асăну хăми уçнă ?пуçаруçи - Вячеслав Алексеев%, пирĕн организаципе краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова пуçарнипе тата «Звездопад» общество ертÿçи Владимир Яковлев пулăшнипе 1958 çулта ТУ-104А самолет ÿкнĕ Çĕн Мĕлĕш çывăхĕнчи уйра Асăну стели лартма май килчĕ. Çавăн пекех Аслă Çĕнтерÿ кунĕ, çар тĕсĕсен уявĕсем тĕлне патриотла авточупусене тухнă, паттăр çĕршыв хÿтĕлевçисене сума суса палăксем умне чĕрĕ чечексем хунă, халăха концертсемпе савăнтарнă, аслисене те, ачасене те спорт мероприятийĕсене йышлăн явăçтарнă... Район ирттерекен культурăпа спорт мероприятийĕсене, ыркăмăллăх концерчĕсене активлă хутшăннă.
«Вăрнар районĕн патриочĕсем» организацин вырăнти администраципе те çыхăнусем питĕ туслă, çирĕп. Мĕнпе те пулин пулăшмалла-и, çивĕч ыйтусене татса парассипе ĕçлемелле-и – эпир яланах хатĕр. Канашлу-ларусенче те хамăрăн сĕнÿсене пĕлтернĕ, халăх йышлă пухăнакан мероприятисенче обществăлла хăрушсăрлăх хуралне те тухнă тата ытти те.
Хальхи кăткăс вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшупа хавхалантару кÿрессинчен те районти патриотсем аякра тăмаççĕ. Каласа хăвармалла, хамăрăн çума-çумăн тăрăшакан юлташăмăрсемпе те мухтанатпăр. Пирĕн йышри икĕ организацин председателĕ паян хĕрÿ çапăçусем пыракан вырăнсенче. Вĕсем, июль уйăхĕнчен доброволецсен йышне кĕнĕскерсем, Тăван çĕршыва хÿтĕлес тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ.
Пĕрлехи ĕçе пĕтĕмлетнĕ май, организацин чи хастар участникĕсене палăртмасăр май çук. Вячеслав Алексеев, акă, вăрçă çулĕсенчи пирĕн ентешсен паттăрлăх тĕслĕхĕсене шырассипе, вĕсемпе паллаштарассипе вăхăта шеллемесĕр тимлет. Николай Васильев патриотла мероприятисене йĕркелессипе нумай тăрăшать, службăра палăрнă çар çыннисемпе салтаксен пурнăçĕпе район хаçачĕн вулаканĕсене кулленех паллаштарать. Анатолий Васильев ертсе пыракан ГСВГ ветеранĕсен Союзĕ питĕ активлă. Кăçал ăна республикăра чи лайăххи тата тĕслĕхли тесе йышăнчĕç. Ытти юлташсем-ĕçтешсем те «Вăрнар районĕн патриочĕсем» организацин ĕçне сумлă тÿпе хываççĕ, вĕсем - Юрий Никифоров, Иван Яковлев, Елена Голубцова, Владимир Павлов, Николай Федоров, Николай Афанасьев тата ыттисем.
Пĕтĕмлетекен тапхăрта тухăçлă тимленĕшĕн пурне те тав тăватăп. Малашне те туслăн, татах та ÿсĕмлĕрех ĕçлессе шанатăп.
Ярослав НИКИФОРОВ,
«Вăрнар районĕн патриочĕсем»
обществăлла организацин ертÿçи.
Ноябрь 2024 |