Хăрушлăха сирме хатĕр пулмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.11.2022, 12:08 Просмотров: 316

Самани çăмăл мар. Хăрушлăхĕ те тавраллах. Çак вăхăтра чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарас тĕллевпе, вĕсем сиксе тухас-тăк, хăрушла сиене сирме хатĕрленсе тĕрлĕ регионсенче тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Çăлавпа пулăшу службисен, кулленхи пурнăçа тивĕçтерекен предприятисемпе организацисен хатĕрлĕхне тишкерсе республикăра та ку эрнере масштаблă вĕренÿсем пулчĕç. Вĕсем гражданла оборонăна йĕркелессипе çыхăннă.

Влаç органĕсем, чи малтанах, инкексем çинчен хыпарлассине, граждансене хăрушсăр районсене эвакуацилессине тата хÿтĕлев сооруженийĕсенче пытантарассине мĕнле йĕркеленине тимлĕх уйăрнă. Çав вăхăтрах эвакуаци тата уйрăм хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерекен пунктсем, халăха вăхăтлăх вырнаçтармалли вырăнсем, радиаци, химипе биологи сăнавĕн посчĕсене уçнă. Республикăри экстреннăй службăсем çар хирĕçтăрăвĕсен условийĕсенче авари-çăлав ĕçĕсене ирттерес тата пушарсене сÿнтерес хăнăхусене те туптанă.

Вăрнар районĕ те анлăн хутшăнчĕ тĕрĕслев мероприятийĕсене. Штаблă вĕренÿсем ытларикун ирех, 6 сехетре, условнăй «инкек» çинчен хыпарланинчен пуçланнă. Район администрацийĕнче гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсемпе тимлекен тытăмăн ертÿлĕхĕ тÿрех канашлăва пухăннă. Ятарлă программăсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Юрий Герасимов авари-çăлав службисем палăртнă задачăсене пурнăçлама хатĕррине çирĕплетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă.

Вĕренÿсен планĕ тăрăх, условнăй инкек вырăнĕ - Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ. Кунта пĕр цехри условнăй «взрыв» пирки тавралăхшăн, предприятишĕн пысăк хăрушлăх «тухнă», çуртсем «арканнă». Çапла майпа çăлавçăсен çынсене кăларассипе, аварие путарассипе тата ытти çăлав ĕçĕсемпе васкавлă мерăсем йышăнма тивнĕ.

Чрезвычайлă лару-тăрусем тухас-тăк, кун пирки вăхăтра пĕлтерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă чылай çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май парать. Çавăнпа та вĕренÿсен майĕпе гражданла оборона сигналĕсене çитермелли хатĕрсен ĕçне те тĕрĕсленĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика