Депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ тĕп ыйтăва мала кăларчĕ - Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхне суйласси.
Ку должноçе йышăнассишĕн виçĕ кандидатура заявка тăратнă. Конкурс комиссийĕн пĕтĕмлетÿллĕ йышăнăвĕпе икĕ кандидата палăртнă: Станислав Афанасьев тата Андрей Тихонов.
Йĕрке тăрăх, депутатсем муниципаллă округ пуçлăхне уçă сасăлавра палăртрĕç. Халăх суйлавçисенчен пурте тенĕ пекех хăйĕн сассине Андрей Тихоновшăн пачĕç. Çапла Вăрнар муниципаллă округ пуçĕнче шăпах вăл тăрĕ. Должноçе Андрей Владимирович декабрĕн 20-мĕшĕнче кĕрĕ.
Андрей Владимирович, депутатсене тав тунă май, хăй нихăçан та амбицисемшĕн ĕçлеменнине, пĕтĕм вăйне, чысне район аталанăвне хывнине каларĕ. Малашне те тăван тăрăхшăн чуна парса ĕçлессине пĕлтерчĕ.
Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев Андрей Владимировича яваплăха туйса Вăрнар, республика ÿсĕмĕшĕн тăрăшма сунчĕ.
Депутатсем енчен те сĕнÿсем пулчĕç. Геннадий Спиридонов ăна ялсене ытларах тухса çÿреме, халăхпа ытларах тĕл пулма сунчĕ. Геннадий Романов пуçлăхăн ялти халăхпа чăвашла калаçсан аванрах пулмаллине систерчĕ. Андрей Владимирович хăй ку енĕпе ĕçленине, чăвашла калаçма вĕреннине пĕлтерчĕ. Евгений Захаров поселок центрне йĕркене кĕртме сĕнчĕ, «район сăнĕ тирпейлĕхре курăнтăр» терĕ.
Андрей Тихонов пур шухăша та тимлĕхе илессине пĕлтерчĕ.
Кун йĕркипе муниципаллă округпа çыхăннă куçăм ыйтăвĕсене те пăхса тухса çирĕплетрĕç.
Иртнĕ ларура депутатсем патне Хурăнсур Çармăсра пурăнакансем физкультурăпа спорт центрне туса пĕтерес пирки ыйтупа тухнăччĕ. Ĕçлĕ комисси ăна вырăна тухса тĕрĕсленĕ. Ун председателĕ Александр Шашкаров объекта туса пĕтермеллине палăртрĕ. Ку тĕллевпе çынсен пуçаруллă бюджет программине кĕме май пур. Анчах та çак ĕçе хальтерехех пурнăçламалла, унсăрăн строительство тата та вăраха тăсăлма пултарать. «Звездопад» АХО-н гендиректорĕ Владимир Яковлев депутат предприяти 50 пин тенкĕпе пулăшассине пĕлтерчĕ, ыттисене те ырă ĕçе хутшăнма чĕнчĕ.
Çавăн пекех лару вăхăтĕнче тĕрлĕ отрасльте палăрнисене наградăсемпе чысларĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |