Ĕмĕт пурнăçа кĕчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.11.2022, 14:40 Просмотров: 286

Калининăри вăтам шкул çурчĕ 1972 çулта туса лартнăскерех. Ăна паллă ял хуçалăх ертÿçи И.Ф.Кошкин ертсе пынă «Правда» колхоз вăйĕпе, Чăваш АССР-ĕн КПСС обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Илья Прокопьев пуренлĕ пулăшса пынипе, çĕкленĕ. Ун чухне пĕлÿ çурчĕ 280 ача вырнаçмалăх пулнă.

Вуншар çул иртнĕ май СанПин хушăвĕсемпе требованийĕсем питĕ вăйлă улшăнчĕç - пур енчен те çирĕпрех. Медицина кабинечĕпе, релаксаци пÿлĕмĕпе, шалти туалетсемпе, душевойсемпе, пищеблок валли уйрăм пÿлĕмсемпе тивĕçтермелле тата ытти те. Эпĕ директорта тимленĕ çулсенче шкул çумне пристрой лартса анлăлатас тесе виçĕ проект хатĕрлерĕмĕр. Шел те, пĕри те пурнăçа кĕреймерĕ.

Тĕрĕссипе, Калининăри шкул мĕн çĕкленĕренпех тĕплĕ юсав курман. Ун тăрри те кивелсе çĕрĕшнипе шыв юхтаратчĕ. Ытти енĕпе те паянхи требованисене тивĕçтерейместчĕ.

Çавăнпа та пĕлтĕр кирлĕ йышăну пулчĕ - шкул тăррине çĕнетмелле. Ăна кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче тĕппипе улăштарса витрĕмĕр. Мĕнпур юсав ĕçĕсене Владимир Иванов ертсе пыракан «Вика» тулли мар яваплă общество хăвăрт тата пахалăхлă пурнăçларĕ. Йĕпе-сапаллă кĕрхи çанталăк чăрмавсем кăларкаларĕ пулин те, Евгений Никитин йĕркелесе пынипе юсавçăсен бригади ĕçсене тăсса ямасăр, вăхăтра вĕçлерĕ. Вĕсене чăнах та çакăншăн пысăк тав сăмахĕ калас килет. Тинех çурт тăрринчен тумласа, йĕпенсе тăма пăрахрĕ.

Малалла пире тата пĕлтерĕшлĕрех, пысăкрах ĕç кĕтрĕ - шкулăн капиталлă юсавĕ. Ăна планпа кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2023 çулхи март уйăхĕччен ирттерме пăхса хăварнăччĕ. Анчах пирĕн умра питĕ кăткăс задача пулчĕ - çĕнелекен шкулăн алăкĕсене вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ - сентябрĕн 1-мĕшĕ - тĕлнех уçмалла.

«Уютстрой» организаци директорĕпе Алексей Васильевпа канашласа, шкула тĕплĕ пăхса тухнă хыççăн юсав умĕнхи хатĕрленÿ ĕçĕсене графикран икĕ уйăх маларах пуçлама йышăнтăмăр. Çак шухăшсене пурнăçа кĕртес тесен ăста, опытлă, хăйсен техникиллĕ строительство бригадине тупса явăçтармаллине ăнлантăмăр.

Çапла майпа Алексей Аркадьевич çирĕп те шанчăклă сăмах пачĕ - ачасем сентябрĕн 1-мĕшĕнче парттăсем хушшине ларĕç. Унччен калаçнă пек вĕсене Малти Ишек шкулне турттарма тата Калининăри шкул-интернатра вĕрентме тивмĕ. Тĕрĕссипе, çакна мĕнле йĕркелеме май килĕччĕ - ăнланма йывăртарахчĕ.

Пĕтĕмĕшле ашшĕ-амăшĕсемпе те пухура сÿтсе явнă ку ыйтăва - вĕсем те капиталлă юсава палăртнинчен хăвăртрах вĕçлесен лайăхрах, меллĕрех пулнипе килĕшрĕç. Хамăрăн вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсене те ăнланушăн, яланах пулăшса пынăшăн тав тăватăп.

Çапла Виталий Гаврилов ертсе пыракан стройбригада вăйĕпе хĕрÿ ĕç пуçланчĕ. Строительсен вырăнти бригадине питĕ пысăк тав: Александр Маркова, Александр Романова, Александр Николаева, Николай Андреева, Валерий Павлова, Евгений Андреева. Вĕсем активлă тăрăшрĕç, хатĕрленĕве графикран ирттерсе пурнăçларĕç. Çакă отделочниксене анлăн тимлеме май пачĕ. Ку бригадăпах В.Гаврилов кайран шкулăн тулаш енне юсаса илем кĕртрĕ.

Шкул выпускникĕсен тăрăшуллă ĕçне те палăртмасăр май çук. Даниил Кондратьев, Святогор Петров, Алексей Афанасьев, Геннадий Чайков, Максим Николаев строительсен пулăшуçисем пулчĕç.

Пирĕн шкулпа пĕрлех Йĕпреçри шкулăн тĕплĕ юсавĕ те иртнĕ. Унта тивĕçсем сахалрах чухне «Уютстрой» директорĕ Алексей Аркадьевич тÿрех, кашни меллĕ вăхăтра, отделочниксене пирĕн пата куçаратчĕ. Сантехниксем, электриксем, вентиляционщиксем, отделочницăсем икĕ сменăпа ĕçлерĕç. Ĕçĕн пысăк та çăмăл мар пайне Надежда Митрофанова ертсе пынипе Владимир Александров тата Эльвира Калинина пурнăçларĕç.

Мĕнпур ĕçченсен тÿрĕкăмăллăхне, «Уютстрой» директорăн Алексей Васильевăн ăста ертÿлĕхне пула Калининăри çĕнелсе илемленнĕ шкул сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вĕренекенĕсем валли хăйĕн алăкĕсене уçма пултарчĕ. Строительсене-стахановецсене - мухтав!

Калининăри шкул коллективне вара мĕн пурнăçланине упраса, сыхласа хăварма, гражданла-патриотла воспитани ĕçне малашне те чи çÿллĕ шайра тăсма, ăна тарăн пĕлÿпе çирĕплетсе пыма ырă сунатăп.

Татьяна ЕФИМОВА,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ,

РФ Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ,

«Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçсемшĕн» орден медалĕн кавалерĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика