Вăрнар-Ульяновск: пулăшу кашни салтак патне çитрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.11.2022, 14:40 Просмотров: 423

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, хальхи вăхăтра мобилизациленнĕ граждансем Раççей полигонĕсенче çар хатĕрленĕвĕ витĕр тухаççĕ. Салтаксем унччен службăра тăнă чухне вĕреннисене, хĕçпăшалтан перес хăнăхусене, çапăçу тактикине, пирвайхи пулăшу парассине аса илеççĕ.

Республикăра мобилизаци йĕркине лекнĕ тата хăйсен ирĕкĕпе çĕршыв хÿтĕлевне тăнă çамрăксене тĕрлĕ енлĕ хавхалантараççĕ. Вăл шутра - çар чаçĕсене гуманитари пулăшăвĕ çитерессипе те. Эрнекун Чăваш ен, ку йышра - Вăрнар каччисем те, ентешĕсен ырăлăхне туйрĕç.

«Ывăлăм патне çитерсемĕр»...

Эрнекун чăннипех те уйрăм, хумхануллă кун пулчĕ. Вăрнарсем пулăшупа Ульяновск облаçĕнчи çар чаçне çитсе килчĕç.

Пысăк чĕреллĕ çамрăк Артур Михайлов «ZOV Вурнары» ушкăн йĕркеленине çырнăччĕ ĕнтĕ. Вăл, тĕрĕссипе, хăй тавра Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене май пур таран пулăшас тĕллевлисене чăмăртарĕ. Вăрнарсем пĕр шухăшлăн пулнипе кĕске вăхăтра пĕрлехи енчĕке 2 млн ытларах тенкĕ пухăнчĕ. Ку ĕçе ывăлĕсемпе мăшăрĕсене ăсатнисем çеç мар, пĕтĕм район хутшăнчĕ.

Укçа-тенкĕ хăвăрт пухăннипех ĕнтĕ пуçару ушкăнĕ салтаксене чи пирвай кирлĕ япаласемпе хатĕрсене кашни валли туянма пултарчĕ. Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсем, районти хастар çамрăксем вĕсене комплектлас ĕçе çула тухас умĕн вĕçлерĕç.

- Ывăлăм патне çитерсемĕр, тархасшăн, - тăсрĕ хутаç, акă, пĕр амăшĕ. Вăрнарсем çар чаçне каяссине пĕлсен, вăл юратнă ывăлĕ патне хăйĕн ăшăлăхне çитерес шухăшпа тĕвĕленнĕ. «Салам калăр!» - терĕ вăл хутаçа тыттарнă май...

«Пĕтĕмпех йĕркеллĕ!»

Паян халăхра, социаллă сетьсенче, интернетра тем тĕрлĕ ырă мар хыпар сарăлнă чухне салтаксенчен, хамăр ентешсенчен, çакăн пек сăмахсене уйрăмах илтме кăмăллă пулчĕ.

- Эпир хамăр тивĕçе лайăх ăнланатпăр. Пирĕн хушăра хăравçăсем çук. Çар вĕренĕвĕсенче кашниех кирлĕ хăнăхусене пуçа хывма, вĕсене çирĕплетме тăрăшать, - терĕç Вăрнар ен ывăлĕсем.

Вĕренÿсем çар чаçĕн территорийĕнче те, ун полигонĕнче те пыраççĕ. Командовани ĕçченĕ вăрнарсем хăйсене ырă енчен кăтартнине пĕлтерчĕ, уйрăм чыса тивĕçекенсем те пур.

«Формăсемпе тивĕçтернĕ, хĕçпăшал çителĕклĕ, апат лайăх çитереççĕ», - пĕлтерчĕç ентешсем.

Гуманитари пулăшăвне кашниех алăран тивĕçрĕ. «Тавах пурне те! Хамăра килте пулнăн туйрăмăр!» - терĕç Вăрнар тăрăхĕн каччисем пурте пĕр шухăшлăн.

«ZOV Вурнары» хастарĕсем - Артур Михайлов, Александр Ефимов, Андрей Ефимов, Дмитрий Яковлев, Сергей Михайлов - çар чаçĕн ĕçченĕсемпе малашнехи пулăшăва сÿтсе явнă вăхăтра Вăрнар салтакĕсем автоматсем йăтса взводăн-взводăн вĕренÿ точкисене васкарĕç.

Артур Михайлов...

Кам вăл/ Телеграмра «ZOV Вурнары» ушкăна йĕркелеме ăна мĕн хĕтĕртнĕ/... Нумайăшне, пĕр пытармасăр, çак ыйту кăсăклантарать.

Артур - Калинино каччи. Пур енлĕ пултаруллăскер. Ырă, уçă чĕреллĕ çын. Ашшĕ-амăшĕ - таврари хисеплĕ çынсем, вĕрентекенсем. Шупашкарта пурăнать пулин те, çамрăкăн чĕри ентешĕсемшĕнех çунать. Мĕншĕнне Ульяновска выртнă вăрăм çул çинчи калаçу уçăмлатрĕ.

Пулăшу ĕçне вăл ăнсăртран тенĕ пек кÿлĕннĕ. Ятарлă çар операцийĕ тытăнсанах ун контрактник-пĕлĕшĕ, тĕрĕсрех - салари юлташĕ, тактикăра кирлĕ пĕр хатĕре тупса пама ыйтнă. Хакĕ йÿнех мар. Çавна май Артур, триатлонпа кăсăкланаканскер, спортсменсен ушкăнĕнчен пулăшу ыйтнă. Пĕри те хирĕçлемен, кирлĕ сумма хăвăртах пухăннă.

Тулли мар мобилизаципе çар ретне тăнисене пулăшасси те çакнашкалрах пулса тухнă. Ун патне уйрăм салтак ыйтăвне çитернĕ. «Пĕчченшер мар, районти мĕнпур мобилизовăннăя пулăшмалла!» - тĕв тытнă вăл.

Чи кирли - ун тавра пĕр шухăшлă хастарсем пухăнни: Дима Яковлев, Ефимовсен çемйи - Александр Иванович, Алинăпа Андрей, Снежанăпа Сергей Михайловсем, Игорь Савин, Альбина Константинова, Наташа Андреева, Ксения Иванова, Олеся Егорова, ыттисем... Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ертÿлĕхĕ Владимир Свешников, Евгений Захаров, «Звездопад» АХО-н гендиректорĕ Владимир Яковлев пур енлĕ пулăшу алли тăсаççĕ.

Укçа-тенкĕ пухăмĕсĕр пуçне район çыннисем ентешсем валли ăшă тумтир, ытти япаласем пуçтарассине йĕркелерĕç.

Палăртмалла, пулăшу акцийĕ малалла та пырать.

«Çĕнтерÿ çулĕ» пĕрле

Хаçат пур вăхăтра та чун апачĕпе пулăшнине пĕлетпĕр ĕнтĕ.

Мобилизациленнисем хушшинче «Çĕнтерÿ çулне» вулакансем, интернетри подписчиксем чылай. Çавăнпа та вĕсем Ульяновскри çар чаçне кĕрсенех аякранах палласа илнине, савăнса алă сулнине палăртма кăмăллă. Хыççăнах вĕсемпе куçа-куçăн калаçма май пулчĕ. Салтаксем пур енлĕн хăйсене аван туйнине каларĕç. «Сирĕн хыпарсемпе паллашсах тăратпăр. Тавах! Вăл шутра - пире хавхалантарнăшăн та!» - терĕç вĕсем.

Паллах, пирĕн чĕресем хамăр ентешсемшĕн, мĕнпур Раççей салтакĕшĕн тапаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика