Республикăра - виççĕмĕш!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.11.2022, 14:41 Просмотров: 245

Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен професси уявĕ Правительство çуртĕнче иртнĕ.

Аграрисен ĕçне тивĕçлипе хакланă. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Сергей Артамонов вице-премьер АПК-ра тăрăшакансем ял хуçалăх çулталăкĕнче хастар тимленине палăртнă. Экономика ăмăртăвĕнче Вăрнар ен виççĕмĕш вырăн йышăннă. Тухăçлă ĕçшĕн, производство кăтартăвĕсене ÿстернишĕн район администрацийĕн пуçлăхне Андрей Тихонова республика ертÿлĕхĕ Дипломпа чысланă.

Районта производствăра 17 ял хуçалăх предприятийĕ, 40 хресчен-фермер хуçалăхĕ тăрăшаççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх пĕтĕмпе 17215 пуç, çав шутра - 7857 пуç ĕне. «Чух-чухсен» хисепĕ 17 пин енне, сыснасен йышĕ 1716 пуç ÿснĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи шайăн 111,3 проценчĕ. Мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче кăçалхи 9 уйăхра 4267,5 тонна аш-пăш ?107,6:%, 337391 тонна ?101:% сĕт туса илнĕ. Предприяти-организацисем инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе те тĕллевлĕ тимленĕ.

Ĕç çынна мухтава кăларать, теççĕ. Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче тăрăшакансем - хатĕр продукци склачĕн тата обвалка цехĕн пуçлăхĕсем Надежда Андреевапа Игорь Арсентьев - «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне Вячеслав Горбунова республика Пуçлăхĕн Тавĕпе чысланă.

Уявра ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность предприятийĕсен куравĕ ĕçленĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сĕтелĕсем яланхиллех паха çимĕçпе авăнса тăнă. Вĕсен продукцийĕпе пурте кăмăлласа паллашнă.

Ял хуçалăх ĕçченĕн кунне вăрнарсен пысăк делегацийĕ хутшăннă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика