«2023 çула тата 2024 - 2025 çулсене планланă республика бюджечĕ çинчен» саккун проектне уçă итлевсем хыççăн пĕрремĕш вулавра йышăннă. Ун тĕп параметрĕсемпе Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарнă.
Çитес çул республика бюджетне 80,2 млрд тенкĕ тупăш кĕрессе шанаççĕ. Ку цифрăсем кăçал валли палăртнă пĕрремĕшле планран 13,2 млрд тенкĕ ?19,7:% тата тÿрлетнĕ планран 755,5 млн тенкĕ ?1:% пысăкрах.
Прогнозсем тăрăх, республикăн харпăр хăй тупăшĕ 42,1 млрд тенкĕпе танлашмалла. Федераллă бюджетран уйăракан тавăрса памалла мар поступленисем вара республикăна 38,0 млрд тенкĕ тивĕçмелле.
Бюджетăн тăкаксен пайне илес-тĕк, пĕрремĕш вице-премьер çирĕплетнĕ тăрăх, вĕсем 83 млрд тенкĕ пулмалла. Сăмахран, саккун проекчĕн тÿрлетнĕ редакцийĕнче хушма укçа-тенкĕ кĕртсе хăварнă. Планра - ку укçа-тенке нумай ачаллă çемьесене тата тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерме, регионти çулсене тĕпрен юсама тата пăхса тăма, Улатăр хулинчи котельнăйсене модернизацилеме, вĕрентĕвĕн шкул системисене çĕнетме тата ытти тĕллевпе ĕçе ярасси.
Социаллă-культура сферине каякан тăкаксем бюджетра пысăк пай йышăнĕç - 62,8: ?пĕтĕмпе 52,1 млрд тенкĕ%.
Республикăн адреслă инвестици программине пурнăçа кĕртме 2023 çулта бюджет ассигнованийĕсене 9,4 млрд тенкĕ чухлĕ яма пăхнă. Çакă 113 объектăн строительствине ?реконструкцине% тата 27 объекта проектлассине тивĕçтерме май парĕ.
Вырăнти бюджетсене уйăракан трансфертсен виçине 23,6 млрд тенкĕ тесе кăтартнă. Муниципалитетсем хăй тĕллĕн пайлакан финанс пулăшăвĕ çитес çул 2,1 млрд тенкĕ пулмалла.
Ноябрь 2024 |