Грипран сыхланар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.03.2018, 14:54 Просмотров: 565

Раççейре, çав шутра пирĕн республикăра та, гриппа чирленĕ тĕслĕхсем нумай çырăнчĕç. Çавна май вулакансене унран мĕнле сыхланмаллине тепĕр хут аса илтеретпĕр. Гриппа чирлессине грипп вирусĕсем пуçараççĕ. Грипп эпидемийĕ сарăлса пынă май, профилактика мерисене çирĕп пăхăнни кирлĕ.

Вирус çынран куçнине шута илсе санитарипе гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла, чирлекен усă курнă хатĕрсене дезинфекцилемелле, унпа хăйĕнпе ытлашши хутшăнмалла мар. Халăх йышлă çÿрекен вырăнсенчен пăрăнмалла. Ĕçрен, лавккаран таврăннă хыççăн алла супăньпе çумалла.

Сунасланă е ÿсĕрнĕ чухне тута-сăмсана ятарлă салфеткăпа хупламалла, хÿтлĕх мелĕсемпе усă курмалла.

Гриппа чирлесен апат анмасть, апла-тăк çăмăлраххине (чăх яшкин шÿрпине, пăтă, çăмарта, сĕт-турăх) ĕçмелле-çимелле. Çанталăка кура тумланмалла, шăнасран асăрханмалла. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ синтетика материалтан хатĕрленĕ тума килĕштерет. Анчах вăл тарлаттарать – кун пек чухне шăнса пăсăлма пулать. Çĕлĕксĕр çÿремелле мар, аялти тум, атă-пушмак ăшă тытмалла.

Грипăн малтанхи палăрăмĕсем сисĕнсенех тухтăра киле чĕнмелле, вăл хушнине çирĕп пăхăнмалла. Пациент хăйне йывăр туйсан е унăн чĕрепе юн тымарĕн тата вăраха кайнă ытти чир пулсан госпитализацилени вырăнлă. Çемье членĕ чирлесе килте сипленсен ăна уйрăм пÿлĕме вырнаçтармалла. Çапла тумашкăн май çук-тăк, унпа сăлтавсăр хутшăнма пурин те тăхтамалла, ăна хăшĕн те пулин ятарласа пăхмалла. Ачасене грипп вирусĕ аптратсан садике е шкула ямалла мар.

Чирлĕ çыннăн организмĕ интоксикациленнине чакарас тĕллевпе ăна чей, ăшă сĕт, çырла шывĕ е сĕткенĕ ытларах ĕçтермелле. Ÿт температури 38 градусран иртсен вĕрилентернине чакаракан эмел (парацетамол сиенсĕртерех) памалла, асăннă кăтартуран пĕчĕкреххипе кĕрешмешкĕн организм хăех хевте çитерет. Сăмах май, антибиотиксемпе сипленме тăхтăр, мĕншĕн тесен вĕсем иммунитета вăйсăрлатма, аллергие яма пултараççĕ. Вирус инфекцийĕсене сиплемешкĕн ремантадин, альгирем, занамивир, интерферон тата ытти препарат юрăхлă. Эрех-сăрапа е мунча кĕрсе чире хăвалас тени сиен кăна кÿрет. 

Грипп кĕтмен çĕртен пуçланать, ÿт-пÿ температури 39-40 градуса çити хăпарать, мышцăсем, куçсем ыратаççĕ, тар вăйлă тухать, вăй-хал чакать, пуç ыратать. Каярахпа сăмса питĕрĕнет, ÿсĕрнĕ чухне пыр уйрăмах ыратма тытăнать. Грипп йывăрланман чухне температура 3–4 кунран чакать. Вăйсăрлăх вара час иртмест.

Грипа ура çинчех ирттерекенсен е йывăр чирлекенсен чир шала кайма, вирус  энцефалитне,  пневмоние, миокардита, отита, гайморита тата ыттине те куçма пултарать. Ача кĕтекен хĕрарăмсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла, гриппа чирленĕ хыççăн гинеколог патне каймаллах.

Мĕнле сыхланмалла; 

Прививка вăхăтра тумалла. Чир алхаснă  вăхăтра  ăна туни усси çук.  Вăхăтра  прививка тутарнисенчен нумайăшĕ  чирлемест  е чире çăмăллăн ирттерсе  ярать.

Прививкăсăр пуçне чир пуçланиччен е алхаснă самантра аскорбин кислотипе поливитаминсем, иммунитета ÿстерекен препаратсем ĕçмелле. С витаминпа пуян пахчаçимĕçпе улма-çырла çимелле. Ку вăл – лимон, мандарин, гранат, апельсин, чĕрĕ купăста салачĕ.

Суханпа ыхра пирки вара каламалла та мар.  Вĕсем  мĕн авалтанпах пĕрремĕш вырăнта. Пÿлĕмри вируссене  пĕтерме  ыхрапа сухана  вакласа савăт çинче тытмалла. Кашни кун  ыхран  пĕр шăлне çимелле.

Таса уçă сывлăшпа сывлама тăрăшмалла. Кил-çурта, пÿлĕме час-часах уçăлтармалла. Уçă форточкăпа çывăрсан лайăхрах. Витĕр çил лекесрен вара, паллах, асăрханмалла. Паркра, вăрманта уçăлса çÿрени,  утни – ÿпкесене сывлаттарса тасатма, юн çаврăнăшне лайăхлатма, организма çирĕплетме пулăшать.

Респираторлă чирсем сарăлнă тапхăрта халăх нумай пулакан вырăнсенчен пăрăнма тăрăшмалла. Урама тухиччен кашни кунах сăмсана оксолин маçĕпе сĕрмелле. Чирлесен вара бюллетень илмеллех, тухтăр сĕнĕвĕсене асра тытса тимлĕн сипленмелле. Сывă пулăр!

Н.СЕВОДНЯЕВА,

Чăваш енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн врач-эпидемиологĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика