Вырăна шăнкăравласан аванрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.03.2018, 14:57 Просмотров: 450

Пĕлтĕрхи ноябрьтен Чăваш енре «112» пĕрлĕхлĕ система хута кайнă. Йывăр лару-тăрăва, инкеке лекнĕ çынсем ку номерпе республикăн кирек хăш кĕтесĕнчен шăнкăравласа пулăшу ыйтма пултараççĕ. Вăл шутра – пушарсем тухсан та. Пĕтĕм информаци Шупашкарти центра килет, ун хыççăн тÿрех вырăнти пулăшу службисене сарăлать. Паллах, пĕрлĕхлĕ номер пĕрмаях асра. Тĕрлĕ лару-тăрура – преступлени е хăрушлăх çинчен пĕлтерме те, çын чирлесен те, вут-çулăмпа кĕрешекенсене чĕнме те... – пĕр номерпех шăнкăравлама меллĕ, ансат.

Апла пулин те район çыннисене вут-çулăм алхаснипе çыхăннă хăрушлăхра кĕсье телефонĕпе  «101» номерпе шăнкăравлама сĕнетпĕр. Пĕлтерÿ тÿрех Вăрнарти 27-мĕш пушарпа çăлав чаçне килет. Капла çăлавçăсем инкек вырăнне хăвăрт çитме, пулăшу мерисене васкавлăрах тата тĕрĕс йышăнма кирлĕ информацие туллин ыйтса пĕлме пултараççĕ. Дежурнăй диспетчер пĕлтерĕве йышăнсанах пушар сÿнтерекенсем палăртнă вырăна тухса каяççĕ. Кунсăр пуçне ялсенчи уйрăм постсем, пушар командисем те яланах хуралта.

В.АФИНОГЕНТОВ,

Вăрнарти 27-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн пуçлăхĕ.

 

Кĕсье телефонĕпе çыхăнмалли номерсем:

Вăрнарти 27-мĕш пушарпа çăлав чаçĕ – 101

Ярмушкари уйрăм пост – 8-927-845-01-97

Çĕрпелти уйрăм пост – 8-937-373-08-00

Калининăри ПНИри уйрăм пост – 8-917-663-06-38

Калининăри муниципаллă пушар хуралĕ – 8-917-669-31-94

Туçи Çармăсри пушар команди – 8-962-598-77-42

Отиккăвăри пушар команди – 8-962-598-77-41

Кульцаври пушар команди – 8-83537-43-2-27

Пăртасри пушар команди – 8-937-952-37-73.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика