Пăр ытамĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.11.2022, 08:34 Просмотров: 229

Синоптиксем ноябрĕн 23-мĕшĕнче пирĕн республика та пăрлă çумăр ытамне лекессине малтанах пĕлтерчĕç

Чăн та, вĕсен прогнозĕ тĕрĕсе килчĕ. Юнкун ирпе ирех Вăрнар урамĕсем талккăшĕпех каток евĕр çуталма тытăнчĕç. Çулсем, тротуарсем пăр айне пулчĕç. Йывăçсем шăн йывăрăшĕпе тураттисене усрĕç, вырăн-вырăнпа пысăк туратсемех çурăлса аннă тĕслĕхсем чылай пулчĕç.

Коммунальщиксемпе çул-йĕр ĕçченĕсен юнкунпа кĕçнерникун ĕç чăннипех те нумай пулчĕ. Поселокпа илсен, А.Ефимова предприниматель, Вăрнар хула поселенийĕн ĕçченĕсем тротуарсене хăйăр хутăшĕпе сапсах тăчĕç. Анчах та çынсем чылай çĕрте утма çулсене ятарлă хутăшсемпе сапманнине редакцие шăнкăравласа пĕлтеркелерĕç.

Çутçанталăк пулăмĕ, шел те, чылай яла çутăсăр хăварчĕ. Пăртас, Кивьял Хапăс, Рункă, Çăлкас Кăкшăм, Хурăн Кăкшăм, Чалăм Кăкшăм, Вăрман Кипек, Çăкаллă Явăш, Пăваяль, Кив Шуртан, Вăрманкас, Утар, Енĕш, Уравăш, Çарăклă, Мăн Явăш, Кив Сăрьел, Мăньял Хапăс, Ершепуç, Кÿстÿмĕр, Шĕнер Ишек, Сăкăт ялĕсенче, Вăрнарти Центральная, Ягодная, Запрудная, Молодежная, Апнерка тата ытти хăшпĕр урамсенче электричество линийĕсем йĕркесĕре тухнă.

«Энергостроймонтаж» тата Вăрнарти электричество сечĕсен сотрудникĕсем юсав ĕçĕсене çийĕнчех пуçăннă. Чылай яла çутта пĕрремĕш куннех çитернĕ. Лини çинчи ĕçсем кĕçнерникун та тăсăлнă.

Паллах, «кĕленче» ăшне евĕр путнă йывăçсем хитре. Анчах та пăр вĕсене сиен кÿрет. Астăватăр пулĕ, темиçе çул каялла çуркунне пăрлă çумăр чылай çĕрте хăватлă йывăçсенех çурмалла хуçнăччĕ...

Çакна та каламалла, пăрлă çулсем çинче шуса ÿксе суранланнипе район тĕп больницине килекенсем те пулнă.

Кирек мĕнле çанталăкра та хăвăра упрăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика