Чĕнÿ ĕçпе çирĕпленет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.11.2022, 08:35 Просмотров: 360

Район администрацийĕнче мобилизациленнĕ чăваш каччисене пулăшассипе ытларикун ирттернĕ канашлу хăйне евĕрлĕ чĕнÿ вырăнĕнче пулчĕ.

Зала предприяти-организацисен, хуçалăхсен ертÿçисем, уйрăм предпринимательсем пухăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов паян пурне те пĕр тĕллев пĕрлештернине палăртрĕ: ку вăл - çĕршыв хÿтĕлевне тăнă çамрăксене пур енлĕн пулăшасси. Çавăнпа та вăл бизнес-сообществăна пĕрлешме, мобилизациленнисен ыйтăвĕсене татса парассине хăвăртлатма ыйтрĕ.

Пĕрре мар çырнă, районта пулăшу кÿрессипе унчченех «ZOV Вурнары» ушкăн йĕркеленĕччĕ. Ун пуçаруçи Артур Михайлов япаласемпе хатĕрсене туянассине комплекслă списокпа килĕшÿллĕн пурнăçламаллине палăртрĕ. Вăл каланă тăрăх, камăн мĕн илес килет, çавăнпа тивĕçтерме тăрăшни тĕрĕс мар. Мĕнпур ĕçе «Пĕрле» фондпа, республикăн влаç органĕсемпе тата ГКЧС-па килĕшсе йĕркелемелле.

Координаци канашне те йĕркелерĕç. Мобилизациленнисене пулăшассипе опыт пуртан ун ертÿçи пулма Артур Михайловах шанчĕç. Ушкăн йышне çавăн пекех район хастарĕсене кĕртрĕç. Канаш Чăваш енри салтаксем валли япаласем туянассипе ĕçлĕ: халĕ - çар вĕренĕвĕ вăхăтĕнче çеç мар, ятарлă операцие хутшăннă тапхăрта та.

Район çарти ентешсем валли кабельсем хуракан плуглă мотоблок тата пысăк пахалăхлă штык-кĕреçесем туянасшăн. Паллах, вĕсен хакĕ йÿнĕ мар, çавна май тухса калакансем пухăннисенчен пулăшу ыйтрĕç.

Пирĕн ертÿçĕсем чăннипех пысăк чĕреллĕ. Çав кунах чылайăшĕ пысăк суммăсем хывма та ĕлкĕрнĕ.

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ, «Мила» тата «Склад Директ» тулли мар яваплă обществăсем 100-шер пин тенкĕ куçарнă.

«Мураты», «Луч», К.Маркс ячĕллĕ, «Семеновод» хуçалăхсем, «Санары», «Агрохмель» агрофирмăсем, Ярмушка ял поселенийĕпе кунти шкул, Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ, «СантехГазстрой» общество, Чувашкабельмет, «Максимум»тата «ИСА» ТМЯОсем, «Вурнарская» МСО, И.Ехлаков фермер хуçалăхĕ, Э.Орешкин, С.Флегентов, В.Перелыгин, А.Крючков, ытти уйрăм предпринимательсем, Калинино райповĕ, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ, Пенси фончĕн управленийĕ сумлă пулăшу кÿнĕ.

Пуринпе те мăнаçланатпăр. Пулăшуçăсем - чăн-чăн патриотсем! Вĕсенчен кашниех тĕслĕх илме пултарать.

Ентеш-салтаксем пирĕн хавхалантарăва туллин туйччăр! Ĕнер вĕсем патне Вăрнартан черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Укçана УЙРĂМ ÇЫНСЕН онлайн мелпе 89373750123 номерпе ?Тинкофф Банкри счет çине% куçарма май пур.

ПРЕДПРИЯТИ-ОРГАНИЗАЦИСЕМ пулăшăва çак реквизитсемпе хывма пултараççĕ:

Банк получатель, АО «Тинькофф Банк»

КŸс / 30101810145250000974

БИК 044525974

ИННŸКПП, 7710140679Ÿ771301001

Счет получателя, / 40817810400000056383

Получатель, МИХАЙЛОВ АРТУР ВАЛЕРЬЕВИЧ

Назначение платежа, Перевод средств по договору / 5000643915. МИХАЙЛОВ АРТУР ВАЛЕРЬЕВИЧ, НДС не облагается.

ИНН получателя, 210402873222

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика