Вăрнарта пурăнакан Мария Степанован çапла калама уйрăмах сăлтавĕ пысăк. Вĕсем мăшăрĕпе, Александрпа, пилĕк ывăл çитĕнтереççĕ
Пилĕк ывăл - пилĕк телей. Халĕ ачасем кăна-ха, анчах та ашшĕ-амăшĕ пĕлет, шанать: тĕпренчĕкĕсем - вĕсен тĕрекĕ. Чи асли Коля вунпиллĕкре, кĕçĕнни Матвей кĕçех çулталăк тултарать. Вĕсем хушшинче Дима, Костя, Максим.
Пысăк çемьен лайăх енĕсем чылай. Ачасем туслăн, ĕçчен çитĕнеççĕ. Степановсен ывăлĕсенче те, акă, пĕр-пĕрне пулăшасси кĕçĕн çулсенчех хывăннă. «Арçын ачасем пулсан та урай сăтăрса илме, чашăк-кашăк çума кахалланса тăмаççĕ. Çакă савăнтарать», - тет Мария.
Паллах, пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçса ÿснине нимĕн те çитмест. Коля, акă, ашшĕпе пĕрле стройка ĕçĕсене те хаваспах хутшăнать. Алла пăчкă-мăлатук тытма пĕлни арçын ачашăн уйрăмах лайăх-çке. Савăнма та сăлтавĕ пур - хуçалăхри хăшпĕр хуралтăсен çĕкленĕвĕнче ун тÿпи те пур-çке!
Костя футболпа кăсăкланать. «Химик-Август» командăпа вăл тĕрлĕ хуласенчи ăмăртăва хутшăнма те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Дима вара хоккея кăмăллать. Вăл Пăр катокĕнчи секцие çÿреме планлать.
Степановсен ывăлĕсем чăннипех маттур. Амăшне пур енлĕн çăмăллăх кÿрес тесе тăрăшаççĕ. Аслисем кĕçĕннисене пăхаççĕ. Пĕчĕк Матвея, акă, ăмăртмалла тенĕ пек алă çинче йăтаççĕ. Амăшĕ килти ĕçсене пурнăçланă вăхăтра унпа черетпе выляççĕ.
«Кĕçĕнни ачашрах пулчĕ пулас, - шÿтлет амăшĕ. - Максимпа, сăмахран, тăхăр уйăхрах ĕçе тухнă та, вăл хăй тĕллĕнрех çитĕнчĕ».
Мария чылай çул ĕнтĕ Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче тимлет. Çамрăк хĕрарăма уçă, ырă чунĕшĕн ĕçтешĕсем те хисеплеççĕ. Декрет отпускĕ вĕçлениччен вăхăт пур-ха, çавăнпа та юратнă коллектившăн тепĕр чух тунсăхласа та илет.
Тĕрĕссипе, ун ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Пилĕк ачине йĕркеллĕ пăхма та, пÿрт-çурта тирпейлеме те, тулăх апат-çимĕç хатĕрлеме те ĕлкĕрет вăл. Ачисем яланах таса тумтирпе çÿреççĕ.
Çуллахи вăхăтра кунĕпе çĕр лаптăкĕнче тăрăшать. Чăх-чĕп йышлă ÿстерет. Кив Шуртанти тăван амăшне те, Маргарита Юрьевна Яковлевана, манмасть. Ăна пулăшма çемйипех каяççĕ, утă-улăм нумай туса илеççĕ. Стройка ĕçĕсем пуçланă та - вăй çитнĕ таран ку енĕпе те тăрăшаççĕ. «Паллах, мăшăрăма, Сашăна, пысăк тав. Вăл мана пур ĕçре те хавхалантарать. Ачасемшĕн тĕрек, тĕслĕх вырăнĕнче. Тавах ăна», - кăмăллăн пĕлтерет Мария.
Çакăн пек пурнăç йĕркипе кăмăлланă ĕçпе аппаланма вăхăт та çитмест пек. Анчах та Мария ку енĕпе те ĕлкĕрет. Юлашки вăхăтра вăл бисерпа картинăсем тĕрлессипе кăсăкланса кайнă. Рамăна вырнаçтариччен икĕ эрнешер е ытларах та иртет пулин те, туса пĕтернĕ ĕç яланах киленĕç кÿрет. Алĕçĕ, çитменнине, парне вырăнне кÿме те паха. Унта çыннăн ăшăлăхĕ хывăнать.
Мария çавăн пекех çыхма та ăста. Ывăлĕсене, мăшăрне çăм нускисем, кофтăсем çыхса тăхăнтартать.
Пĕр ывăл лайăх, иккĕ тата лайăхрах, теççĕ. Пилĕк ывăл вара - чăн-чăн тупра...
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |