Вăрнарсемпе савăнатпăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.03.2018, 14:58 Просмотров: 424

Чăн та, хамăр районтан тухнă спортсменсем тĕрлĕ шайри ăмăртура пысăк çитĕнÿсем туни савăнтарать.

Хăмăш хĕрĕ Кристина Иванова акă шкулта чухнех çăмăл атлетикăра пысăк çитĕнÿсем тăватчĕ. Халĕ те, Шупашкарта вĕренекенскер, юратнă тĕсре ăсталăха куллен туптать. Кристина Пĕтĕм Раççейри «В.Г.Надеждин мемориалĕ» турнирĕнче палăрнă, 800 метрлă дистанцире 2-мĕш вырăн йышăннă. Çăмăл атлетика ăмăртăвĕ Çĕнĕ Шупашкарти манежра иртнĕ.

Шкул ачисен волейбол лигин республикăри финалĕ вара Йĕпреçре пулнă. Малти вырăншăн унта Йĕпреç, Вăрнар, Муркаш тата Куславкка районĕсен командисем кĕрешнĕ.

Пирĕн район чысне Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул команди хÿтĕленĕ, вăл 3-мĕш вырăн йышăннă, парне вырăнне волейбол формисене тивĕçнĕ.

Спортăн ку тĕсĕпе районта та турнир иртнĕ. Хальхинче Кубокшăн ветерансен командисем кĕрешнĕ. Чи вăйлисем çавалкассем пулнă. Вĕсем Йĕпреç районĕнчи, Уйкас Кипекри тата ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисен командисене вирлĕн парăнтарнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика