Ĕçленине пăхмасăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.03.2018, 14:59 Просмотров: 373

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри 27 пин çыннăн социаллă пенсийĕсем 2,9 процент ÿсĕç.

Раççей Правительствин 2018 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчи 302-мĕш йышăнăвĕпе патшалăх тивĕçтерекен пенсисен виçи пĕлтĕр  Раççейре пенсионерсене пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк суммăна ÿстернĕ май ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче 2,9 процент пысăкланать. Тĕпрен илсен, вĕсем – социаллă пенсисем, çавăн пекех вăрçа хутшăннисемпе инваличĕсене, вилнĕ çар çыннисен ашшĕ-амăшне, техника катастрофисенче нуша курнисене тата граждансен ытти категорине параканнисем. Патшалăх пулăшăвĕпе вĕсене ĕçленине пăхмасăр тивĕçтереççĕ.

Пенсин асăннă тĕсĕсене республикăра пурăнакан 27 пин çын тивĕçет, çав шутра 25 пинĕшĕ – социаллине. Вĕсем уйăхсерен вăтамран 224 тенкĕ ытларах илме тытăнаççĕ. Пенси сумми 7,9 пин тенке çитет, сусăр ачасен тата пĕчĕкренпех пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен – 12,44 пин тенке.

Аса илтеретпĕр: ĕçлемен граждансен страховани пенсине кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен – 3,7, федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕн виçине 2,5 процент (вĕсен çав шута кĕрекен социаллă пулăшу пуххине те пысăклатнă, халĕ унăн хакĕ уйăхра 1075,19 тенкĕпе танлашать) индексациленĕ. Çурла уйăхĕнче ĕçлекен пенсионерсен страховани пенсине 2017 çулшăн коррекцилеççĕ.

Социаллă пенсисене пысăклатнă май, пенсисем тÿлеме каякан нухрат республикăра ака уйăхĕнче тата 6,5 миллион тенке яхăн ÿсет, çулталăк вĕçлениччен – 59 миллион. Кăçал Чăваш ен çыннисене пенсипе тивĕçтермешкĕн – 57 миллиард, федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕ валли 2,9 миллиард тенкĕ тăкакламалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика