Кашни валли илĕртÿллĕ пултăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.12.2022, 08:48 Просмотров: 413

Çĕршывăн туризм центрĕсенчен пĕри пулма Чăваш енĕн потенциалĕ пысăк. Вырăнĕсем те илемлĕ, историйĕпе йăли-йĕрки, культури те пуян, паянхи технологисемпе хăватлă предприятисем те... Анчах туристсене илĕртме çак пуянлăха кăтартма пĕлмелле. Тухăçлăрах мĕнле йĕркелемелле ку ĕçе, вырăнти туризма аталантарма ăста кадрсене ăçта хатĕрлемелле... - ыйтусем чăнах та нумай. Вĕсенчен чылайăшĕн хуравĕсене тупма республикăра çак кунсенче пĕрремĕш хут иртнĕ «Чувашия Туристическая» регионсем хушшинчи форум пулăшрĕ.

Чăваш ен - сывлăх центрĕ

Анлă мероприяти унчченхи эрнекун Шупашкарти Тĕп хула больницинче уçăлнă. Çапла майпа эрне хушши тăсăлакан форсайт-сессисене Сывлăх министерстви чи малтан старт панă. Регионта медицина туризмне аталантарма майсем пур-и - çак тĕп тема тавра пынă «Чăваш ен - сывлăх центрĕ» площадкăри калаçу. Владимир Степанов министр палăртнă тăрăх, туризм отраслĕн ку енĕ республикăра хальтерех кăна-ха сарăлма пуçланă, анчах, ун шучĕпе, пирĕн мĕн сĕнмелли-паллаштармалли сахал мар. Чăваш енре травматологи, офтальмологи, кардиологи, неврологи, стоматологи профилĕсемпе çĕнĕ технологиллĕ диагностикăпа сиплев, реабилитаци мероприятийĕсем ирттересси çÿллĕ шайра. Санаторипе курорт комплексĕ те лайăх аталаннă. Вĕсем экологи тĕлĕшĕнчен таса зонăсенче вырнаçнă, культурăпа истори палăкĕсем патне транспортпа тухса çÿреме те майсем аван. Унсăр пуçне, республика çитес çулсенче пысăк инфраструктура проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе активлă тимлет.

Ĕмĕрсен çулĕпе

Форумăн тепĕр мероприятийĕнче вара иртнĕ шăматкун «Многоликая Чувашия - дорогами тысячелетий» турмаршрутпа паллаштарнă. Ку сессире пирĕн тăрăхри туризм маршручĕсене тата республика брендне Раççей шайĕнче паллă, илĕртÿллĕ тăвасси пирки калаçнă. Культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, маршрут республикăн чи интереслĕ объекчĕсене пĕрлештерет, вĕсене пурне те чăваш халăхĕн этника еткерĕ çыхăнтарать. Министр шухăшĕпе, тĕрлĕ пĕлÿллĕ, шухăш-кăмăллă, кирек мĕнле сферăпа кăсăкланакан туристсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме хатĕр. Профессилле искусство, халăх пултарулăхĕпе ăсталăхĕ... - чăвашсен мăнаçланмалли, ытти халăхсемпе пайламалли культура пуянлăхĕ иксĕлми. «Юратнă республикăмăр хăнасен чĕринче илемлĕ, асра юлмалли туйăмсем хăвартăр. Вĕсене «çуратма» чăваш тĕрри, наци культури, музейсем, ытти пулăшать. Çакна пĕтĕмпех пирĕн туризм рынокне тĕрĕс кăлармалла», - пĕтĕмлетнĕ сессие Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева.

Промышленность туризмĕ

Чăваш ен 2020 çултанпа Раççей Минпромторгĕн «Промышленность туризмĕ» проекта та хутшăнать. Регионти ÿсĕмлĕ предприятисене çитсе курас, вĕсенчи производствăпа паллашас кăмăллисене хальлĕхе 12 предприяти йышăнать. «Кăçал кăна 4000 шкул ачипе студент валли 200 ытла профориентаци экскурсийĕ ирттернĕ», - пĕлтернĕ экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов форумăн промышленность туризмне халалланă сессийĕнче. Çулсеренех программăна ытларах та ытларах предприятисем кĕрсе пыраççĕ.

Экспертсем, акă, 9-11-мĕш классенче вĕренекенсене тĕрлĕ профессисем çинчен интереслĕ каласа пама «Çĕнĕ çул ăлки - предприятире» экскурсисем, стажировкăсем йĕркелеме вара «Ĕçрен те ытларах» федераллă программăна хутшăнма хушма сĕнÿсем панă. Çавăн пекех «Раççей чукун çулĕсем» обществăпа, энергетика предприятийĕсемпе пĕр-пĕриншĕн усăллă тата интереслĕ çыхăнусем çирĕплетесшĕн. Промышленность туризмне вăй илме, конкурентлăха тытса пыма Чăваш енре чăнах та шанчăклă майсем пур тесе пĕтĕмлетнĕ экспертсем.

Кадрсене вырăнта хатĕрлемелле

Енчен те профессионаллă, ăста кадрсем çук-тăк, кирек мĕнле сфера, çав шутра - туризм, аталанăвĕ пирки те калаçма йывăр. Сăмахран, мĕнле специалистсем кирлĕ, ăçтан тупмалла вĕсене республикăра, епле хатĕрлемелле - ку ыйтусен хуравĕсене форумăн юнкунхи сессийĕнче шыранă. Культура министрĕн Светлана Каликован шухăшĕпе, туризм индустрийĕ валли кадрсем хатĕрлекен тĕп площадка Чăваш культура тата искусствăсен институчĕ пулмалла. Çавăнпа та кунта ятарлă кафедра уçмалла: туризм тивĕçтерĕвĕсен рынокĕнче пысăк конкуренцире ĕçлеме пултаракан специалистсене хатĕрлеме вĕрентÿ процесне те пахалăхлă йĕркелемелле.

Сесси участникĕсем чи малтанах республикăна мĕнле кадрсем кирлине уçăмлă палăртма, профильлĕ организацисемпе таччăн çыхăнура тимлеме, отрасле çамрăксене ытларах явăçтарма сĕннĕ.

Чăваш ен - ачасен куçĕпе

Чăваш ен историйĕ, йăли-йĕрки ачасемпе çамрăксемшĕн те интереслĕ тени те вырăнлă. Паянхи куна республика вÿрентÿллĕ экскурсисене явăçтарма 100 ытла объекта усă курать. Программăсем тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли: авалхи истори палăкĕсемпе çуран çÿресе паллашни, театрализациленĕ представленисем, хими предприятийĕсенчи е хытă каяшсене ĕçе кĕртекен заводсенчи уроксем, Гидростроительсен музейĕнчи вăйă-квестсем, журналист тĕрĕслевĕсем тата ытти те. Уйрăммăн каламалла, экскурси маршручĕсем тĕп хулапа кăна çыхăнман. Вĕсем, сăмахран, Куславккаран та, Етĕрнерен те, Улатăртан та пуçланма пултараççĕ. «Çамрăксен туризмĕ пирки калаçатпăр пулсан, ачасен ăс-хакăл тĕнчине витĕм кÿресси, вĕсемшĕн регион илĕртÿлĕхне ÿстересси пĕрремĕш плана тухмалла», - палăртнă Алла Салаева депутат форумăн «Чăваш ен - ачасен куçĕпе» сесси ĕçĕнче.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика