Тăван шкулĕнче - Герой партти

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.12.2022, 08:49 Просмотров: 480

Андрей Орловăн, ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă паттăр салтакăн, ятне Калининăри шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те сăваплăн упраççĕ.

Тĕрĕссипе, урăхла пулма та пултараймасть. Ку шкулта партта хушшине ларса ăс-тăн илнĕ, спорта вĕçĕмсĕррĕн юратнă, обществăлла активист пулнă хастар çамрăк халĕ - кашниншĕн хăюлăх, ыттисемшĕн хăйне шеллеменнин, Раççейĕн чăн-чăн гражданинĕн тĕслĕхĕ.

Çавăнпа та çĕршыв хÿтĕлевĕнче палăрнă выпускникĕн ячĕпе шкулта Герой парттине уçни пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ, çав вăхăтрах хумхануллă событи пулса тăнă. Çакă - мухтавлă салтака Тăван çĕршыва юратнишĕн, ун ирĕклĕхĕшĕн тăрса хăюлăх кăтартнишĕн тав туни, ĕмĕрлĕх хисеп палли.

Кĕçнерникун торжествăлла линейкăна хутшăннă май, райадминистраци пуçлăхĕ Андрей Тихонов та Андрей Орлов пек маттур çамрăксем çинче Раççей мăнаçĕ тытăнса тăнине палăртнă. Вăл хăйĕн пурнăçне пирĕн лăпкăлăха, шанчăклă пуласлăха тивĕçтерме халалланине каланă. «Çавăнпа та пирĕн пĕрремĕшле тивĕç - паттăр çар çынни çинчен астăвăма яланлăх упрасси», - тенĕ вăл.

Хăй вăхăтĕнче чи хастар вĕренекенсенчен пĕри пулнă Андрей Орлова учительсем те, Герой парттине уçма хутшăннă хăнасем те ырăпа аса илнĕ.

Герой партти хушшинче ларас сумлă правăна вара шкулăн чи лайăх вĕренекенĕсенчен тата активисчĕсенчен пĕрисем - Дарья Леонтьевапа Серафим Всеволодов - тивĕçнĕ. Çакă вĕсене татах та тăрăшуллăрах вĕренме, пурнăçра хастартарах пулма хавхалантарнине çирĕплетеççĕ çамрăксем.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика