«Çемье вăл - хăйнеевĕр пĕчĕк тĕнче. Унта юрату, ăшăлăх, пĕр-пĕрне ăнланни хуçаланмалла. Ашшĕ-амăшĕн пепкисен ырлăхĕшĕн чун-чĕрепе çунмалла, ывăлĕ-хĕрĕсен хăйсене пурнăç панă чи çывăх çыннисене хисеплесе, вĕсенчен тĕрĕс тĕслĕх илсе, лайăх çынсем пулса ÿсмелле. Çакăн пек маттурсем ĕнтĕ - чăваш çĕрĕн мухтавĕ, тăван халăх ят-сумне çÿле çĕклекенĕсем. Обществăра çемье хутшăнăвĕсемпе йăлисем мĕнле пулмаллине кăтартаканĕсем, активлă пурнăç позицине тытса пыраканĕсем...»
Чăваш ен ĕç министрĕ Алена Елизарова «Çулталăк çемйи - 2022» конкурс финалне çак ăшă сăмахсемпе уçни ăнсăртран мар. Унта шăпах та республикăри чи хастар, çитĕнĕвĕсемпе паллă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă çемьесем пухăннă. Конкурсăн пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрĕнче вара хула-районсенче мала тухнисенчен тĕп çĕнтерÿçе палăртнă.
Хамăр район чысне те финалта питĕ пултаруллă çемье - Елена Юрьевнапа Григорий Евсеевич Порфирьевсем тата вĕсен юратнă хĕрĕсем, Софияпа Полина - хÿтĕлеме тивĕçнĕ. Телейлĕ мăшăр 10 çул ĕнтĕ пĕрле. Савăнăçра та, хурлăхлă самантра та яланах юнашар. Иккĕшĕ те суйланă профессийĕсенче хăйсен вырăнне тупнă: республикăн тĕп хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Анчах тăван тăрăхне те манмаççĕ, тăтăшах килсе çÿреççĕ, районăн обществăлла пурнăçĕнче те çав тери активлă. Вĕсем - Калинино тăрăхĕнчи Хăмăш ялĕнчен.
Кил «вучахĕ» ăшă пултăр, пĕрмаях ун ытамне турттăр тесен мăшăрсенчен кашни тÿпе хывни кирлĕ-çке. Çемье пуçĕ, Григорий Евсеевич, акă, питĕ яваплă, ĕçчен çын. Çăмăл мар сферăра - строительство ĕçĕсенче - экскаваторпа тимлет. Çемье ăнăçлăхĕшĕн, хĕрĕсен вĕренме-аталанма пысăк майсем пулччăр тесе пĕтĕм вăй-халпа тăрăшать. Вăхăтăн ытларах пайне ĕç йышăнать, паллах, çапах та канмалли кунсене, пушă кашни саманта вăл хăйĕн тĕпренчĕкĕсемпе усăллă ирттерме васкать.
Елена Юрьевна вара, пĕр сăмахсăрах, çемье ăшшине упраканĕ: юратакан мăшăр, ачисемшĕн хыпăнакан амăшĕ. Анчах çакă ăна общество хастарĕ пулма та чăрмантармасть. Ачаранах вăр-вар та çивĕч ÿснĕскер, халĕ те пур ĕçе ĕлкĕрет вăл. «Чувашия» гостелерадиокомпани радиовĕнче музыка редакторĕнче ĕçлет, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи çамрăксен «ХАСТАР» организацине те ăнăçлă ертсе пырать. Нестер Янгас ячĕллĕ преми лауреачĕ. Чăваш эстрадинчи халăх кăмăлласа йышăнакан юрăçсенчен пĕри.
Професси пĕлĕвне музыкăпа оперетта театрĕн артисчĕ енĕпе илнĕскер, хăйĕн тивĕçне çынсене сцена çинчен чăваш культурин пуянлăхĕпе паллаштарассинче, ырăлăх тата савăнăç парнелессинче курать вăл. Кăçал, акă, талантлă ентешĕн тахçанхи çутă ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ: вăл куракансене хăйĕн концерчĕпе савăнтарнă. Çакăн пек хумхануллă самантра тĕп пулăшуçăсем, паллах, артисткăн ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕпе ачисем пулнă. Çывăх çыннисем хавхалантарнипех ĕнтĕ вăл хăй кирек мĕнле тĕллеве те çĕнтерме пултарасса туять.
Ачисене те хăйсен пултарулăхне, вăйне шанма вĕрентсе ÿстереççĕ Порфирьевсем. Кĕçĕн çулсенче кăна пулсан та вĕсем аслисем пекех пур енĕпе те маттур. София, сăмахран, амăшĕн çул-йĕрĕпе утать. Шупашкарти 10-мĕш шкулти 4-мĕш класра вĕренекенскер, С.М.Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕнче те пĕлÿ пухать, домрăпа выляс енĕпе ăсталăха туптать. Полина вара ача садне çеç çÿрет-ха. Апла пулин те интересĕсем питĕ нумай хĕрачан: ишессипе, гимнастикăра, ташă енĕпе ÿсĕмсем тăвать тата акăлчан чĕлхипе те кăсăкланать.
Тĕрĕссипе, Порфирьевсем - аслисем те, кĕçĕннисем те - пултарулăха, хастарлăха пĕтĕçтерекен пĕрлĕх пулнине палăртмасăр çук. «Пирĕн çемьере тĕп правило - праçниксене халăх йăлисемпе уявласси. Вĕсене ачасем вĕренни, тăван халăхне хисеплеме хăнăхни пирĕншĕн питĕ хаклă», - теççĕ ашшĕпе амăшĕ.
Юратнă тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле вĕсем районти, республикăри конкурс-концертсене кăмăлласах хутшăнаççĕ. Хĕрĕсем вĕренекен шкулта е ача садĕнче ăмăртусем ирттерсен, кунта та Порфирьевсем чи сатур участниксем. «Атте, анне, эпĕ - спорт çемйи», «Эпир аттепе пĕрле» спорт тупăшăвĕсем, «Эпĕ - çăлтăр» юрă-кĕвĕ конкурсĕ... - нумайăшĕнче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Конкурссене пĕрле хатĕрленни, çав вăхăтра пĕр-пĕринпе уççăн калаçни, пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлĕсене пĕлни çемьене татах та çирĕплетнине, туслаштарнине палăртать мăшăр.
- Ачасем хамăрăн тăван ялăмăрпа çывăх пулччăр тесе те тăрăшатпăр эпир. Вăл - чуна лăплантаракан, вăй-хăват хушакан вырăн. Çакна вĕсем те пĕчĕкренех туяççĕ. Çавăнпа та хаваспах ялти культура сцени çине тухатпăр. Вăрнарти «Акатуй» уявĕнче те ентешĕмсене юррăмсемпе саламлама килĕшет. Чăннипе, тăван район яланах чĕрере: ун обществăлла пурнăçĕпе, тĕрлĕрен улшăнусемпе интересленсех тăратпăр, - пĕлтереççĕ Елена Юрьевнапа Григорий Евсеевич Порфирьевсем.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |