Тĕплĕ юсав - аталану палли

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.12.2022, 08:50 Просмотров: 441

Хĕллен пĕрремĕш кунĕ пăртассемшĕн яланлăхах савăнăçлă пулăмпа асра юлчĕ - виçĕмкун кунта тĕплĕ юсав хыççăн çĕнелнĕ врач офисне уçрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов юлашки çулсенче Пăртас тăрăхĕ аталану çулĕпе çирĕппĕн утнине палăртрĕ. Çĕнĕ клуб, шкул çулĕчченхи ачасен ушкăнĕсем, халĕ - пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ. Инфраструктурăна аталантарассипе тата та плансем, проектсем пур. Андрей Владимирович ку пĕтĕмпех ял сăн-сăпатне улăштарассипе, çынсен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннине каларĕ.

Чăн та çаплах. Уйрăмах сывлăх сыхлавĕн объекчĕ çывăхра пулни лайăх. Юсавра кунта веçех çĕнелнĕ: фасадран пуçласа шалти стенасем таранах. Хевтесĕр çынсен нушине те шута илнĕ: пандуссем, ятарлă оборудовани вырнаçтарнă.

Пÿлĕмсем çутă, хăтлă, ăшă. Халĕ пăртассен тата поселение кĕрекен ытти ялсенче, Вăрманкасра пурăнакансен çывăхрах тухтăр консультацине илме, сывлăхне тĕрĕслеттерме, анализ пама май пур. Кăнтăрлахи стационарта сипленме икĕ койка вырăн уйăрнă.

Район больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин çĕнелнĕ объект çумне 1300 ытла çынна, вăл шутра ачасене те, çирĕплетнине каларĕ. Патшалăх уйăракан пулăшу, тĕрĕсрех «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ, чи малтанах халăхăн сывлăхне çирĕплетессине çывăхлатассипе çыхăннине палăртрĕ.

Ял çыннисен кăмăлĕ те савăк. «Çанталăкĕ сивĕ пулсан та чунсенче ăшă. Ку хăйне евĕрлĕ мини-больница. Пирвайхи медицина пулăшăвне илме пĕтĕм условисем çителĕклĕ», - вĕсен шухăшне палăртрĕ поселени пуçлăхĕ Николай Петров.

Людмила Никитина хăй вăхăтĕнче кунта 40 çула яхăн тимленĕ. «Эп ĕçлеме килнĕ чухне, 1977 çулта, вăл фельдшерпа акушер пункчĕ шутланатчĕ. Вăл унчченхи колхозăн ача çуратмалли çурчĕ вырăнне уçăлнă. Çак офиса 2004 çулта уçрĕç - ун чухне те декабрь пуçламăшĕнче, 4-мĕшĕнче. Унта хамăр врачпа, Вероника Владимировна Тимофеевапа, вунă çул ĕçлерĕмĕр. Халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Улшăнусем куç умĕнчех, кунтан халĕ тухас килмест. Офиса анчах уçсан пĕчĕк пÿлĕмре çеç йышăнаттăмăрччĕ. Каярах газ кĕртсен анлăлантăмăр. Кăнтăрлахи стационар, физиотерапи, акушер, процедура кабинечĕсем ун чухне те ĕçленĕ. Анчах та кун пек юсав пирĕн ĕмĕтре çеç пулнă», - аса илчĕ Людмила Федоровна.

Медицина пулăшăвне çывăхра илме май пуррипе пĕрлех офис район тĕп больницин поликлиникин тиевне те чакарать. Халăх сывлăхĕшĕн кунта Вероника Тимофеева врач тата Светлана Лаврентьевапа Альбина Колпакова медицина сестрисем тата Татьяна Сканькова тăрăшаççĕ.

Çывăх вăхăтра районта çĕнелнĕ медицина объекчĕсем тата та уçăлмалла.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика