Вăрнарсем те, йĕпреçсем те манмаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.12.2022, 08:45 Просмотров: 359

Паттăрсем çинчен каласан, паллах, чи малтанах эпир Совет Союзĕн Геройĕсене куç умне кăларатпăр. Пирĕн районта тăваттăн вĕсем - хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшманпа кĕрешнисем.

Степан Илларионович Илларионовпа вара эпир кăна мар, Йĕпреç район çыннисем те мăнаçланаççĕ. Вăл пирĕн районти Кивçурт Енĕшре çуралса ÿснĕ. 1936 çулта кÿршĕ районти Бурсак ялне куçса кайнă. Кунти Кире ял поселенине кĕрекен Пăкăян ялĕнче халĕ Геройăн тăван мăнукĕ Николай Петрович Степанов хăйĕн çемйипе пурăнать, аслашшĕн ятне тивĕçлĕн малалла тăсать. Вăл - Афган вăрçин ветеранĕ.

Шăпах çак ялта С.И.Илларионов çуралнă кун ячĕпе ?декабрĕн 4-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ% ытларикун «Герой ятне чĕрере упратпăр» краеведени форумĕ иртрĕ. Унта Кивçурт Енĕшри музей директорĕ Вячеслав Алексеев та хутшăнчĕ.

Пăкăянти библиотека ертÿçи Вероника Степанова Герой пурнăçĕпе, вăрçăри çул-йĕрĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Стендсем çинче, альбомсенче унпа çыхăннă документсем пуян. Шел, сыхланса юлнă сăнÿкерчĕк сахал.

Пухăннисем Герой пирки чылай ырă сăмах каларĕç, унăн патриотизмĕ нумай-нумай ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕç. С.И.Илларионова халалланă презентаци ун паттăрлăхĕ сÿнми пулнине тепĕр хут аса илтерчĕ.

Йĕпреçсемпе вăрнарсем Героя асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Краеведени музейĕнче тăсăлнă форум та пурне те аякри çулсене тавăрчĕ. Анфиса Иванова заведующи чылай кăсăклă факта уçăмлатрĕ.

Музей пуян. Ун пысăк пайĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă. Пĕчĕкех мар кĕтес - пирĕн ентешпе Степан Илларионович Илларионов Геройпа.

Йывăр вăхăтра ку тăрăха Вăрнар районĕнчен чылай çын куçса кайнă. Çавна май Астăвăм альбомĕсенче пирĕн ентешсен, вăрçă участникĕсен, сăнĕсене, биографийĕсене курма питех те кăмăллă пулчĕ.

Кивçурт Енĕшре Герой ячĕпе музей-çурт пур, урам, сквер ун ячĕпе хисепленеççĕ. Вăрнарта пĕлтĕр «Август» компани пулăшнипе ун ячĕпе хисепленекен урамра мемориал уçрĕç.

Степан Илларионовăн ячĕ Йĕпреç тăрăхĕнче те çÿлте. Икĕ район хастарĕсем ун ячĕпе мероприятисене малашне те пĕрле ирттерме калаçса татăлчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика