Паттăрлăх сехетĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.12.2022, 08:45 Просмотров: 418

Декабрĕн 9-мĕшĕнче Раççейре çĕршыв паттăрĕсен кунне уявларĕç. Санарпуçĕнчи вăтам шкулта та паттăрлăх сехечĕсем иртрĕç.

Афганистанра пуç хунă, икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ Владимир Михайлов ентешĕмĕр ячĕпе хисепленекен 8-мĕш класс вĕренекенĕсемпе тĕлпулăва «Герои наших дней» кĕнеке авторĕ, запасри офицер Николай Васильев, çавăн пекех Виктор Ишмулин çитрĕç.

Отряд активисчĕсем Эвелина Краснова, Софья Гучук, Аня Никифорова хăюлăх, хастарлăх çинчен сăвăсем вуларĕç.

Н.Васильев хăйĕн кĕнекипе паллаштарчĕ. Издание çĕнĕтсе те туллинрех кăларма хатĕрленнине пĕлтерчĕ. Афганистанра пирки пирĕн ентешсем те паттăрлăх кăтартни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Хирĕçтăрусенче пуç хунă тата вăрçă суранĕсене пула пурнăçран уйрăлса кайнисене шăп тăрса хисеп турĕç.

В. Ишмулин Шăмăршă районĕнче çуралса ÿснĕ, шăпа ăна Вăрнара çитернĕ. Вăл та Афганистанра виçĕ çул çурă пулнă. Ветеранăн асаилĕвĕсем куç умне чĕррĕн тухса тăчĕç. Йывăр пулнă, анчах та тивĕçе чыслăн пурнăçланă вĕсем.

Хăнасем çамрăк пограничниксен тĕрлĕ ыйтăвĕсене хуравларĕç. Тĕлпулу хаваслă викторинăпа вĕçленчĕ.

Асрах Афганистан паттăрĕсем. Хисеплетпĕр, вĕсен ячĕсене асра тытатпăр.

Ирина СЕМЕНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика