«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ халăх сывлăхне çирĕплетессипе чылай çул-йĕр палăртнă. Вĕсенчен пĕри - диспансеризаци
Профилактика медосмотрĕн çак тĕсне массăллăн çынсем хăйсем шутлама та пултарайман чирсене тупса палăртас тата асăрхаттарас тĕллевпе ирттереççĕ. Диспансеризаци йĕркипе тĕрĕсленме нимĕнле симптом та, çăхав та, сăлтав та кирлĕ мар.
Обследованисен кирлĕлĕхне районта пурăнакансенчен чылайăшĕ аван ăнкарать. Çавăнпа ăна вăхăтра тухма тăрăшать.
Район тĕп больници те çынсене хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме тĕрлĕ майсем туса парать. Шăматкун, акă, вăл Пĕрлехи диспансеризаци кунне йĕркелерĕ.
- Диспансеризацие йыхравланине район хаçачĕ урлă пĕлтĕмĕр. Çавăнпа та вăраха тăсмасăр сывлăха тĕрĕслеттерес терĕмĕр. Тухтăр патĕнче пултăмăр, анализсем патăмăр, сывлава тĕрĕслерĕмĕр, - пĕлтерчĕç, акă, Çĕн Хирпуçĕнче пурăнакансем.
Кăçал çул ÿсĕмне кура районти 7701 çыннăн диспансеризаци витĕр тухмалла. Паянхи куна 6946-шĕ тĕрĕслевре пулнă. 1390 çын тĕплĕ обследовани тутарнă. Хĕрарăмсем хăйсен сывлăхĕ пирки ытларах шутлани сисĕнет, вĕсем диспансеризацие те ытлараххăн килнĕ: 4026 çын.
- Чылай чир малтанхи стадире симптомсăр аталанать. Сăмахран, чĕре-тымар тата шыçă чирĕсем, сахăр диабечĕ, ытти хăрушă чирсем. Туллин сываласси чире мĕнле ир тупса палăртнинчен, диагноза мĕнлерех хăвăрт лартнинчен, мĕнле хăвăрт сипленме пуçланинчен килет. Çавăнпа та профилактика осмотрĕсене вăхăтра тухни питĕ пĕлтерĕшлĕ, - палăртрĕ тĕп врач заместителĕ Надежда Петрова.
Сывлăхлă пулăр! Вăхăтра тĕрĕсленĕр!
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |
2 | 3
|
4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |