Хĕлле пуçланнăранпа çутçанталăк пире темшĕн питĕ вăйлă тĕрĕслет. Мĕнле амак ярса памарĕ пулĕ: пăрлă çумăр, сивви те, çил-тăманĕ те... Çутçанталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те илемлĕ тетпĕр те, çапах та тепĕр чухне шарне те ытлашшипех кăтартать-ха вăл. Çутăсăр, ăшăсăр ларса, çулсем çуккипе нушаланса çакна юлашки вăхăтра пушшех те вăйлă туйрăмăр.
Кăкшăм тăрăхĕнче те самай сиен кÿчĕ çанталăк асар-писерĕ. Пăрлă çумăрсем çуса иртнĕ хыççăн электричествăсăр ларнă кунсем пĕрре мар пулчĕç. Ял çыннисене вара çутăсăр ир-каç выльăх-чĕрлĕхне пуçтарма çав тери нушаллă. Тата батарейăсенче ăшша насуспа хăваламалла тунисен те пÿрт-çуртра самаях шăнса ĕнтĕркеме лекрĕ.
Ку канмалли кунсенчи аварисем хыççăн та, сăмахран, хурăн-кăкшăмсем виçĕ талăк енне çутăсăр аптранă. Паллă ĕнтĕ, электриксен халĕ районĕпех ĕç нумай, пур çĕре те çийĕнчех ĕлкĕреймеççĕ. Мĕн тăвас, кунта пурăнакансем çутçанталăк кăларнă чăрмава хăйсем сирме шут тытнă. Ĕçе пуçараканĕ - Малти Ишек ял поселенийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Вячеслав Ластухин. Вăл сĕннипех Константин Исаков, Николай Иссаков, Иван Павлов ял çыннисем хăйсен тракторĕсемпе, инструменчĕсемпе авари вырăнне тÿрех тухнă. Чалăм Кăкшăмри Андрей Петров фермер та хирĕçлемен - кÿршĕсене пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ. Хресчен-фермер хуçалăхне ертсе пыракан Вера Дмитриевана та тавах. Электролиние хăвăртрах юсас тĕллевпе пĕр сăмахсăрах тепĕр трактор уйăрнă. Унсăр пуçне, ку хуçалăх ĕçченĕ, Çăлкас Кăкшăмри Юрий Васильев та, мĕнпур ĕçсене хутшăннă.
Каласа хăвармалла, çак хастар ушкăн Хурăн Кăкшăма çутă парса тăракан линие хута ярас тесе Кивçурт Мăрат патĕнчи вăрман полосинче икĕ кун канма пĕлмесĕр тăрăшнă. Электролини пыракан 6 пролет территорине вĕсем ÿксе-хуçăлса пĕтнĕ йывăçсенчен хăйсем тĕллĕн касса-пухса тасатнă. Чăннипех те, маттур-хастар çынсем.
- Йывăрлăхра пĕрлешсе ĕçленĕ, вăхăчĕсене шеллемесĕр, мĕнпур ĕçĕсене пăрахса ял халăхĕ патне электричество çитерес тесе тăрăшнă çак бригадăна Малти Ишек ял поселенийĕ ятĕнчен чунтан тав тăватăп. Хăйсен транспорчĕпе, хăйсен топливипе икĕ кун ĕçлерĕç - сахал мар тăкакланчĕç. Нихăшĕнчен те пĕр ÿпкевлĕ сăмах пулмарĕ, нимĕн те ыйтмарĕç... Тавах вĕсене тăван тăрăх ыйтăвĕсене ăнланнишĕн, - палăртрĕ пуçлăх тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Ластухин.
Чăнах та, пĕр-пĕрне пулăшса, пĕрлешсе ыйтусене татса панинчен ырри çук. Апла пулин те йывăр вăхăтра пулăшма хатĕр хастарсене район енчен, тен, хавхалантармалли, тăкакĕсене кăшт саплаштармалли мĕнле те пулин майсем те пур/
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |