Канмалли кунсенче районти мĕнпур çын тенĕ пек çутçанталăк кÿнĕ синкерлĕ лару-тăру серепине лекрĕ. Кашнине калаçтарчĕ, кулянтарчĕ, нушалăх кÿчĕ вăл.
Чăн та, çанталăк куç умĕнче улшăнса тăрать. Маларах вăл пĕтĕм тавралăха пăр ытамне турĕ, йывăçсене, электричество пăралукĕсене кĕленче ăшне хупларĕ. Хыççăн чĕпĕтекен сивĕсем вĕсен чăтăмлăхне тĕрĕслерĕç. Эрне варринче лапка-лапка юр тиеве тата йывăрлатрĕ, туратсем хулăн «мамăка» тÿсеймесĕр çĕр çумне çитиех авăнчĕç. Канмалли кунсенче ăшăтса ячĕ, анчах та шăматкун çĕрлехи пăрлă çумăр лару-тăрăва тата темиçе хут йывăрлатрĕ. Йывăçсем те, электролинисем те чăтаймарĕç - хуçăлса, татăлса анчĕç. Вăрнар халăхĕ, акă, эрнекун каçранпа вырсарникунхи каçчен шывсăр ларчĕ. Ку çеç те мар, поселокĕпе вăрах вăхăт çутă пулмарĕ, хваттерсене ăшă пыма пăрахрĕ.
Районти чылай ял каллех электричество çутисĕр юлчĕ: Пăваяль, Çĕрпел, Çĕньял Хапăс, Кушлавăш, Çĕн Сăрьел, Кив Шуртан, Услантăр Енĕш, Кивçурт Енĕш, Отиккăвă, Кÿстÿмĕр, Ершепуç, Малти Ишек, Упнер, Хăмăш, Мачамăш, Кăкшăм енчи тата ытти ялсем...
Çак кунсем энергетиксемшĕн уйрăмах канăçсăр иртрĕç. Вĕсем çанталăка, вăхăта пăхмасăр аварие путлантарас тесе кĕрешрĕç. «Вунçичĕ çул ĕçлетĕп, кăçалхи пекки курманччĕ», - пĕлтерчĕ, акă, «Энергостроймонтаж» директорĕ Рифкат Киметов. Ун ĕçченĕсем те кунне-çĕрне пĕлмесĕр юсав ĕçĕсенче тăрăшрĕç.
Хваттерсене, çуртсене çутă, ăшă, шыв çитерес тĕлĕшпе МЧС сотрудникĕсем, вăрман ĕçченĕсем, ытти службăсем те тимлерĕç.
Шел те, кун пек инкеке малтанах пĕлме çук. Анчах та талăк иртсен те ресурспа тивĕçтерекен организацисем нимĕнле пĕлтерÿсем те, ăнлантарусем те памарĕç. Район хаçачĕн Телеграм-каналĕнче, социаллă сетĕнче тухнă информацисем хыççăн комментарисем чылай пулчĕç. Тĕрĕсрех, ыйтусем. Юрать, каярахпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов ăнлантарса пачĕ.
Коммуналлă службăсем лару-тăрăва вăхăтра мĕншĕн уçăмлатманнине информаци айĕнчи комментарисенче те, шăнкăравсенчен те нумай илтме-курма тиврĕ. Кĕтмен инкекĕн анлăшĕ чăннипех те пысăк пулчĕ çав. Пĕтĕм вăя унпа кĕрешме янă чухне ăнлантару пирки шутлама вăхăт та çук пулĕ...
Вырсарникун лару-тăру çивĕчленсех пынипе муниципалитет ертÿçи Андрей Тихонов районта чрезвычайлă режим çирĕплетнине, энергетиксене пулăшма Шупашкартан, ытти регионтан пулăшу бригадисем килнине пĕлтерчĕ.
Района каллех «Август» Фирма пулăшу алли тăсрĕ. Вăл насус станцине ĕçлеттерсе яма резервлă генератор уйăрнă. Çапла хваттерсене ăшăпа шыв çитесси те хăвăртланчĕ.
Çутçанталăк инкекĕ чылай çĕрте сиен кÿнĕрен, паллах, аварипе кĕрешесси тунтикун та тăсăлчĕ. Ĕнерхи кун тĕлне, районти ЕДДС-ран пĕлтернĕ тăрăх, Мăн Элмен, Авăрçырми тата Пайăк ялĕсенче вуçех те çутă пулман. Ершепуç, Пăваяль, Кивьял Хапăс, Йăлтăм, Мачамăш тата Çăкаллă Явăш ялĕсенче электричество пайăррăн ĕçленĕ.
Çанталăк «парни» тĕрлĕрен. Çавна май хамăра хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме тăрăшмалла. Юр хÿнĕ, çулсем пăрлак чухне автомобилистсен машинăсемпе çула тухмасан та юрать. Паллах, водительсен те, пассажирсен те, çуран çÿрекенсен те çул çинчи йывăрлăхсене кура правилăсене, хăрушсăрлăха пăхăнмалла. Руль умĕнче ларакансен хăвăртлăх режимне, дистанцие шута илмелле.
Канмалли кунсенчи инкек хваттерсенче пурăнакансене те «урок» пачĕ темелле. Запасра шыв та кирлĕ иккен. Мĕншĕн тесен пысăкрах литражлă шыв лавккасенче те туххăмрах юлмарĕ. Çавăн пекех сутуçăсем сентресем çинчен çуртасем те хăвăрт саланнине пĕлтерчĕç.
Анчах çанталăк та асăрхаттарать тейĕн. Çулсем хĕрринчи, электролинисем çывăхĕнчех ÿсекен йывăçсене ÿссе кайиччен кассан аванрах пулĕ.
Кун пекки, паллах, урăх ан пултăрччĕ. Çанталăк çумăрпа та, юрпа та хăйĕн вăхăчĕпе савăнтартăр...
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |