ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Вурнарской районной газеты "Путь победы"

Пĕрле ĕçнĕ те...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2018 09:37 Просмотров: 159

Ăçта ĕçкĕ, унта ыррине ан кĕт. Вăрçни-харкашни, пĕр-пĕрин çине алă çĕклени, йăлари преступленисем, çемьери пусмăр... – списока малаллах тăсма пулать. Чи йывăр преступленисем те пурте тенĕ пекех ÿсĕрле е пĕрле кунсерен эрехпе аташакансем хушшинче пулни  вăрттăнлăх мар. Иртнĕ эрнере ак Çарăклă разъездĕнче тискер ĕç çырăнчĕ. Каллех ĕçкĕрен пуçланнă харкашу хăрушă вилĕмпе вĕçленнĕ: 29-ти çамрăк 61-ри пĕлĕшне çĕçĕпе чикнĕ.

«Хальхи вăхăтра çамрăка тытса чарнă, следователь ыйтăвĕпе следстви вăхăтĕнчех ăна ирĕкрен хăтарнă. Айăплав та тăратнă – РФ Уголовлă кодексĕн 105-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе (çынна вĕлернĕшĕн). Пĕтĕм следстви мероприятийĕсем туллин иртĕç. Медицина, криминалистика, биологипе дактилоскопи, генетикăпа психиатри тĕрĕслевĕсене палăртнă. Уголовлă ĕçе малалла тишкеретпĕр», – пĕлтереççĕ Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви органĕсем.

Тискер преступлени Çарăклăри пĕр кил-çуртра мартăн 30-мĕшĕ умĕнхи каçхине тухнă. Халĕ айăпланакан çамрăк та, унăн аллинчен вилĕм курнă арçын та (пĕр ял çыннисемех) ку килте хăнара пулнă.

Следстви версийĕ тăрăх, вĕсем кунта пĕрлех эрех ĕçнĕ, тахăш самантра вăрçăнма пуçланă. Çамрăкки аслăраххине темиçе хутчен çĕçĕпе яшлаттарнă. Вăхăт нумаях та иртмен – йывăр суранланнă 61-ри арçыннăн чĕри тапма чарăннă.

И.ПЕТРОВА. 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ