Интернетра хăрушлăх сахал мар: япăх пулăмсем, агресси, кирев-сĕрлĕх-намăссăрлăх, буллинг, усал шухăшлă çынсем... Мĕнле хÿтĕлемелле вĕсенчен ачана?
Интернетсăр та паянхи пурнăçра май çук-ха ĕнтĕ. Ача-пăча мультфильм пăхать, фильмсем курать, вăйă вылять, пĕр-пĕр ыйту хуравне тупма пултарать... - «виртуаллă уçлăхăн» майĕсем чăнах та чикĕсĕр. Çакăн пек информаци калăпăшĕнче вĕсене япăххипе ыррине мĕнле уйăрма вĕрентмелле?
Тĕрлĕ статистика тăрăх, чи хăрушлăхри - çамрăклăх тапхăрĕ. Енчен те кĕçĕнрех шкул ачисем интернетра мĕн чухлĕ «ларнине» ашшĕ-амăшĕсем тĕрĕслекелеме пултараççĕ-тĕк, çамрăксемпе йывăртарах. Вĕсем унта хăйсем тĕллĕнех кĕреççĕ, нумайăшĕ шанчăксăр информациллĕ сайтсене уçса пăхкалаççĕ, ирсĕрлĕх ÿкерчĕкĕсене те кураççĕ, азартлă вăйăсемпе те интересленеççĕ. 5-7 çулсенчисем «поисковиксенче» тăтăшрах мультиксемпе видеовăйăсем шыраççĕ пулсан, 8-11 çулсенчисен ыйтăвĕсене вĕрентÿ контенчĕ хушăнать тата соцсетьсем.
Интернетра çамрăксене кĕтекен хăрушлăха виçĕ тĕп тĕсе уйăрма пулать:
- Сайтсенчи япăх витĕмлĕ информаци, шухăш-кăмăл: экстремизма, саккуна пăснине, тискерлĕхе пропагандăлани* обществăри нормăсемпе правилăсене пăсма хистени.
- Паллă мар çынсем тĕл пулма сĕнни, ачасен сывлăхĕпе пурнăçне сиен кÿрессипе хăратни.
- Тĕрлĕрен ултавлă ĕçсем.
Килте е шкулта эпир ачасене палламан çынсене алăк уçса кĕртме, вĕсемпе урамра калаçма, ют машинăна ларма юраманни çинчен асăрхаттаратпăр, çул-йĕр правилисене, обществăлла вырăнсенче хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентетпĕр. Анчах мĕншĕн-ха çакăн пекех «виртуаллă уçлăхри» хăрушлăхсем пирки те кулленех калаçмастпăр? Е тата сыхланма хăнăхтармастпăр? Ку вара питĕ кирлĕ.
Палăртмалла, юлашки вăхăтра мĕнпур сферăра информаци хăрушсăрлăхĕн ыйтăвне вăйлăрах çĕклеме пуçларĕç. Ун çивĕчлĕхне ăнланса, ашшĕ-амăшĕ енчен те çирĕп тимлĕх кирлĕ. Мĕнле мерăсем йышăнма пултараççĕ-ха вĕсем сиенлĕ контентсенчен хÿтĕлеме? Специалистсем çак тĕп правилăсене пăхăнма сĕнеççĕ:
Чи малтанах ачасем сетьре ирттерекен вăхăта чакарма тăрăшмалла.
Хăрушсăрлăха тивĕçтерекен хатĕрсемпе усă курмалла: антивирус программисемпе, шанчăклă шырав настройкисемпе, соцсетьсенчи хăрушсăрлăх режимĕпе, ыттипе.
«Ашшĕ-амăшĕн контролĕ» функци пулсан та аван - вăл Windows системăра компьютерпа усă курнине тĕрĕслевре тытма пулăшать.
Ача хăйĕн ÿсĕмĕнчи программа-фильмсене çеç пăхтăр - çакă та асăрхаврах пулмалла.
Кĕçĕннисемпе çамрăксем патне ăнланмалла çитерĕр: Интернетра мĕн çырни - пĕтĕмпех тĕрĕс мар.
Хытарсах калăр: ăçта та пулин регистраци тунă чух хăйсен чăн ячĕ-хушамачĕсене, ытти даннăйсене кăтартма юрамасть. Шанчăклă логин тупма та пулăшăр.
Хăвăрăн ывăл е хĕр социаллă сетьсенче кампа калаçни-хутшăннине, унăн подписчикĕсене те пĕлсех тăрăр.
Ача интернет-буллингран нуша курмасть-и? Енчен те унăн подпискăсенче туссем çук-тăк, вĕсене вăл шăпах та мăшкăлланă пирки те хуратма пултарнă. Çавăнпа та ачасене кирек епле лару-тăрура та итлеме, ăнланма, хавхалантарма пĕлмелле. Унпа вăхăта ытларах ирттермелле, интернетран уйăрма тăрăшмалла.
Çамрăксене палламан çынсенчен килнĕ файлсене уçма юраманнине те ăнлантармалла.
Ан манăр: 7 çулчченхи ачасене интернет ним тума та кирлĕ мар. Кĕçĕн вĕренекенсене вара, педиатрсен шучĕпе, 30 минут та çителĕклĕ. 10-12 çулсенчи шкул ачисен «виртуаллă уçлăхра» пĕр сехетрен нумайрах ирттермелле мар, 12-рен аслăраххисен - 1,5 сехетрен ытла мар.
Унсăр пуçне, ашшĕ-амăшĕн те хăйсен социаллă сетьсенче асăрханулăх кирлĕ. Нумай чухне аслисен аккаунтĕнче ачисен сăнÿкерчĕкĕсене е видеосене куратăн. Теприсем вĕсене тусĕсене кăтартасшăн, хăшĕсем мухтанасшăн ĕнтĕ, анчах çакă, ан манăр, - мушенниксем валли усăллă информаци.
Паллах, çамрăксене паян гаджетсенчен вуçех те хăтарма май çук. Анчах мĕнпур мелсемпе хÿтĕлеме тăрăшмалла. Тата аслисем хăйсем те тĕслĕх кăтартсан - социаллă сетьсенче сахалрах «ларсан» - лайăхрах.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |