Çамрăк патриотсем - кăтартуллă смотрта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.12.2022, 09:46 Просмотров: 264

Çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас, кăмăл-сипет йĕркисене пăхăнма вĕрентес тĕлĕшпе районта чылай ĕç туса ирттереççĕ. Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Хапăсри вăтам шкулта çамрăк патриотсен слечĕ пулнă.

Мероприятие Раççей Паттăрĕсен кунне халалланă. Слета «Вăрнар район патриочĕсем» обществăлла пĕрлешÿ, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ.

Ăмăртура пурĕ 12 команда тупăшнă. Палăртмалла, Канаш тата Йĕпреç районĕсенчи Ухман тата Липовка шкулĕсенчи вĕренекенсем те слета килнĕ.

Программăра 6 конкурс пулнă. Ялав йăтса тухасси, стройпа утасси, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарасси, патриотлăхпа тулнă юрăсене кăтартасси, пĕрремĕш пулăшу парасси ... - пурте кăсăклă иртнĕ.

Слета пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртнă. Кĕçĕннисем ăмăртура хастарлăхпа палăрнă. Ку ÿсĕмре Мăн Явăш шкулĕн команди мала тухнă. Ачасем тÿрех виçĕ конкурсра çĕнтернĕ. Хапăссем - иккĕмĕш, ухмансем виççĕмĕш пулнă.

Аслăрах классенче пĕлÿ пухакансем те конкурссене кăмăлпах хутшăннă, Липовка шкулĕн команди пуринчен маттур та правур пулнине кăтартнă. Кĕçĕн-кипексемпе санарпуçсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех патриотсен слетне Вăрнарти 2-мĕш, Кÿстÿмĕр, Туçи Мăрат шкулĕсен хастар патриочĕсем те килнĕ.

Малти вырăнсене тухнă командăсене Дипломсемпе тата парнесемпе хавхалантарнă. Унсăр пуçне çĕнтерÿçĕсем куçса çÿрекен Кубока илме тивĕçнĕ. Чыслава шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Лилия Забирова, асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Петров, «Вăрнар район патриочĕсем» обществăлла пĕрлĕхĕн председателĕ Ярослав Никифоров, «Çарти тăванлăх» организацин Вăрнар енчи уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Юрий Никифоров тата ыттисем хутшăннă, вĕсем мероприяти çÿллĕ шайра иртнине, çамрăк ăру ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленнине çирĕплетнĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика