Стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсем Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсен уйрăм тĕсĕ шутланаççĕ, Генеральнăй штаба тÿрремĕн пăхăнса тăраççĕ. Çĕршывра вĕсем 1959 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Ку дата Раççей ракета çарĕсен официаллă кунĕ шутланать.
Ытти мухтавлă çар çыннисемпе ветерансем пекех Çĕн Сăрьелте çуралса ÿснĕ Юрий Геннадьевич Ивановпа Василий Яковлевич Прохоров та праçнике чăннипех те хăйсен теме пултараççĕ. Вĕсем те çĕршыв умĕнчи сăваплă тивĕçе çак çар тĕсĕнче тĕслĕхлĕ пурнăçланă. Иккĕшĕ те хисеплĕ, тăван тăрăхра ĕçлесе-тăрăшса ят-сум çĕнсе илнĕ ентешсем.
Юрий Геннадьевич питĕ ĕçчен, туслă çемьерен. Ашшĕ те, амăшĕ те ял-йышра ырă ятра. Феодосия Константиновна Уйкас Кипек ял Советĕнче секретарьте тимленĕ, вырăнти халăх ыйтăвĕсене татса парассипе тăрăшнă. Геннадий Иванович вара «Звезда» колхозра механизаторта вăй хунă, тÿрĕ кăмăллă ĕçĕпе палăрса тăнă.
Çемьере асли - ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ. Çавăнпах кил-хуçалăхĕнчи йывăр ĕç те тăтăшах арçын ачан хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Кĕçĕн çулсенченех Юрий комбайн тата трактор çинче ашшĕн пулăшуçинче çÿренĕ. Туçи Çармăсри 8 çул вĕренмелли тата Уйкас Кипекри вăтам шкулсене пĕтерсен пултаруллă çамрăк пĕлĕве малалла Чăваш ял хуçалăх институтĕнче ÿстерес тенĕ. Анчах вĕренĕве вĕçлеймен, çулталăкран Çĕн Сăрьел çамрăкĕн Совет Армине кайма ят тухнă.
Службăна вăл ракета çарĕсене лекет, малтанах Кострома хулинчи чаçре ятарлă курссенче хатĕрленет. Каярахпа ăна 49490-мĕш чаçе чукун çул ракета комплексне куçараççĕ. Поездсен составителĕн пулăшуçин тивĕçĕсене пурнăçласа пырать вăл. Задачисем çăмăл пулман - баллистка ракетисене чукун çул платформисенче вырнаçтармалла тата шанчăклă пытармалла. Пачах та ансат мар, унсăр пуçне, пысăк вăрттăнлăхри ĕç. Апла пулин те служба питĕ интереслĕ, çав вăхăтрах яваплă иртнине палăртать Юрий Геннадьевич. Кашниех ăнланнă-çке, алăра - хăватлă, пурне те хăратакан хĕçпăшал.
Çар парăмне чыслăн татнă пирĕн ентеш - çавăнпах чаç ертÿлĕхĕ енчен пĕрре мар хавхалантарăва тивĕçнĕ, Хисеп паллисемпе те наградăланă.
Сăмах май, Юрийĕн ашшĕ те - Геннадий Иванович - ракета çарĕсенчех Анат Тагилта службăра тăнă. Ун чухне салтак вăхăчĕ виçĕ çула тăсăлнă.
Хĕсметрен таврăнсан та Юрий вăхăта çухатман: ял хуçалăх институтĕнчи чарма тивнĕ вĕренĕве малалла тăснă, профессие алла илнĕ.
Малашнехи пурнăçра тĕрлĕ ĕçсенче, должноçсенче тимлеме лекнĕ унăн. 1993-1996 çулсенче - патшалăх автоинспекторĕ, республика ШĔМ-ĕн ГАИ управленийĕн шырав енĕпе ĕçлекен аслă инспекторĕ. Каярахпа уйрăм предприниматель ĕçне те кÿлĕнсе пăхнă, Шупашкарти вăрман хуçалăхĕнче суту-илÿ тивĕçтерĕвĕн пуçлăхĕнче, «Агротехпродукт» обществăн тĕп инженерĕнче, «Алекс-Ч» общество директорĕн заместителĕнче тата ертÿçинче тимленĕ. Халĕ - «АНГЕЛ» общество учредителĕпе директорĕ.
Çемьере те ăнăçлă. Мăшăрĕпе, Ираида Ивановнапа, вĕсем икĕ маттур ача çуратса ÿстернĕ.
Ракета çарĕсен тепĕр хастарĕ - Василий Прохоров - пирки те ыррине кăна каламалла. Вăл та Çĕн Сăрьелтен, Туçи Çармăсри шкулта, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Ачаранах спортпа туслă ÿснĕ: волейболта, çăмăл атлетикăра, йĕлтĕрпе чупассипе, боксра лайăх кăтартусемпе палăрнă.
Салтак аттине тăхăнсан та Василий хастарлăха чакарман. Яланах тĕслĕх кăтартакансен йышне кĕнĕ. Службăн малтанхи уйăхĕсем Архангельск облаçĕнчи Мирный хулинче (Плесецк космодромĕ) иртнĕ унăн. Кирлĕ çар хăнăхăвĕсене кунти вĕренÿ центрĕнче туптанă. Çакăн хыççăн дизель электростанцийĕн специалист-электромеханикĕ космодромăн 5-мĕш площадкине лекет. Кунта пирĕн ентеш УС-2-ра расчет командирĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, МАЗ-547 автомашинăсенчи вĕренÿ-тренировка тата çар баллистика ракетисене вĕçтерме хатĕрлессине тивĕçтернĕ. Каярахпа аслă квалификациллĕ ушкăн энергетикне - I-мĕш класлă специалиста - аттестациленнĕ. Хисеп паллисем, грамотисем Василий Прохоровăн çĕршыв хÿтĕлевĕнчи çитĕнĕвĕсемпе хастарлăхне çирĕплетеççĕ.
Çар служби хыççăн Василий Яковлевич Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çĕрпÿ районĕнчи «Правда» совхозра зоотехникра, тĕп зоотехникра ĕçленĕ. Шупашкарти Росагропромăн НИИ-н вĕренÿ центрĕн инженерĕ, директорĕн заместителĕ пулнă. Тÿрĕ кăмăллă ĕçĕшĕн ăна тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе палăртнă. Ял-йышра та хисепре вăл. Мăшăрĕпе, Роза Ильиничнăпа, вара икĕ ачана кун çути парнеленĕ. Вĕсем те хăйсем пекех маттур та пултаруллă, пур ĕçе те ăста.
Николай ВАСИЛЬЕВ.
Ноябрь 2024 |