Район салтакĕсем валли - вăйлатнă УАЗ машина

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.12.2022, 09:58 Просмотров: 293

Çак кунсенче Ульяновскри çар чаçĕнче тăнă мобилизациленнĕ арçынсене ятарлă çар операцин зонине куçарасси вĕçленет.

Пирĕн район çамрăкĕсем те кунта икĕ уйăх еннелле çапăçупа тактика вĕренĕвĕ витĕр тухрĕç. Вĕсем çĕршыв чĕнĕвне тивĕçлипе йышăнчĕç. Çавăнпа та халăх та пĕрлешсе салтаксене пулăшассине мала кăларчĕ.

Республикăра «Пĕрле» ыркăмăллăх фончĕ ĕçлет. Пирĕн тăрăхри çынсене вара «ZOV Вурнары» ушкăн пĕтĕçтерчĕ. Унăн çĕршыв хÿтĕлевне тăнă çамрăксене пур енлĕ пысăк хавхалантарăвĕ пирки пĕрре мар çырнă. Ку пулăшу чи малтанах хамăр ентешсемшĕн хаклă. Вĕсем тылри халăх хăйсемшĕн пĕр çирĕп чăмăра пĕрлешнине, хăйсемшĕн çуннине аван туяççĕ. Çакă вĕсен чунĕсене те ăшăтать.

Юнкун «ZOV Вурнары» хастарĕсем Артур Михайлов, Андрей Ефимов, Дмитрий Яковлев Ульяновск облаçне çар ĕçĕнче питĕ кирлĕ техникăна - УАЗ машинăна - çитерчĕç. Салтаксем патне çула тухиччен автомобиль çар условийĕсем валли вăйланчĕ-çирĕпленчĕ. Ку ĕçе поселокри предпринимательсем пысăк тÿпе хыврĕç. Владимир Егоров техника обслуживанийĕсĕр пуçне УАЗ модернизацийĕ валли запас пайсемпе, резинăпа, электроника пайĕсемпе, ытти детальпе тата расходниксемпе ахалех тивĕçтернĕ. «СТО ГАРАЖ» ĕçченĕ Андрей Терентьев пысăк ăсталăх кăтартнăран юсав ĕçĕсен срокне самай кĕскетме май килнĕ. Евгений Арсентьев тата ун патĕнче тимлекен Андрей Тумашкин сварка ĕçĕнче пулăшнă: вăйлатнă бампера тата экспедици багажникне шăратса панă. Тимĕре Дмитрий Петров ?«Находка» лавкка% парса пулăшнă. Иван Григорьевпа Юрий Егорова пула çутă системи тата автомобиль интерьерĕ лайăхланнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов та аякра тăма пултарайман - вăл УАЗ валли ятарлă экспедици домкратне панă.

Юнкун тĕлне атомобиль чылай алă пулăшнипе «çĕнелсе-пиçсе» тухрĕ. Юлашки штрих вырăнĕнче УАЗ çине патриотизмла наклейкăсем çыпăçтарасси пулчĕ. Антон Сергеев ?ZOOM% пулăшнипе Z-символ, «Чувашия», «Вурнары» надписьсем мăнаçлăха вăйлатаççĕ.

Çак кун çĕнелнĕ автомобильпе пĕрле ентеш-салтаксем патне Калинино тата Çĕрпел шкулĕсем пуçтарнă гуманитари пулăшăвĕ, ачасен хавхалантаруллă çырăвĕсем те çитрĕç.

Кĕçех ку автомобиль çар операцийĕнче тивĕçлĕ задачăсене пурнăçлама тытăнĕ. Ун рульне хамăр ентешех шанĕç...

Çапăçу вырăнне каяс умĕн Чăваш ен каччисене республика пуçлăхĕ Олег Николаев та ырă суннă, çĕнтерÿçĕ-ăрăвăн мăнукĕсене каялла çĕнтерÿпе, чĕрĕ-сывă таврăнса килме хавхалантаруллă сăмахсем каланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика