ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Вурнарской районной газеты "Путь победы"

Сумлăрах турнира çул уçă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2018 09:38 Просмотров: 30

Вăрнар районĕн йывăр атлечĕсем Алексей Кириллов тата Андрей Алексеев çывăх вăхăтра Раççей турнирĕнче вăй виçĕç. Путевкăна вĕсем шăматкун Шупашкарта иртнĕ республика чемпионатĕнче çĕнсе илнĕ.

Алексей Кириллов хăйĕн виçе категорийĕнче чемпион пулса тăнă. Андрей Алексеев «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче тимлеççĕ.

Çавăн пекех турнирта Вăрнарăн çамрăк атлечĕ – 1-мĕш шкулта вĕренекен Денис Никитин та палăрнă. Вăл çĕнтерÿ пьедесталĕн виççĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.

Призерсемсĕр пуçне район чысне 1-мĕш шкулти Данил Дудаев, Алексей Дмитриев, Сергей Митрофанов, 2-мĕш шкулти Виктор Павлов тата Артур Афанасьев уйрăм предприниматель хÿтĕленĕ. Пĕтĕмĕшле зачетра Вăрнар район команди 3-мĕш вырăн йышăннă. Тĕп тренерĕ – Юрий Павлович Агилов.

Светлана ЧИКМЯКОВА.   

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ