Пĕр кун та пушă мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2018, 09:40 Просмотров: 456

Çурхи каникул сисмесĕрех иртсе кайрĕ. Кашни шкулта тенĕ пекех ăна усăллă ирттерме тăрăшрĕç.

Калининăри вăтам шкул ачисемшĕн вăл уйрăмах кăсăклă та тулли пулнă. Ача-пăча кĕнекин эрни йĕркипе Раççейри Ырă ĕç тăвакансен çулталăкне тата Чăваш енри И.Я.Яковлев çулталăкне халалласа сăвă вулакансен конкурсĕ иртнĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем Данил Андреев, Ксения Мефодьева, Дарья Кузьмина, Виктория Ефремова, Игорь Вошняев маттур пулнă.

Анжела Александрован илемлĕ вулавĕ вара шкулти çеç мар, районти конкурс жюрине те килĕшнĕ. Вăрнарта мала тухса вăл республикăра йĕркеленĕ «Чĕрĕ классика» конкурса та хутшăннă.

Çавăн пекех Анжела «Николаев вулавĕсем» конкурсăн республика финалĕнче те ăс-хакăл  вăйне виçнĕ. «Аэрокосмос пĕлĕвĕн аталанăвĕ» секцире вăл планетăсене сăнас ĕçе жюри умне кăларнă.

Ку шкулта вĕренекен çичĕ ача «Жемчужина Чувашии» лагерьте канма пултарнă. 10-мĕш  класри 18 вĕренекен вара класс ертÿçи Юлия Ивановна Воинова ертсе пынипе Санкт-Петербурга çитсе килнĕ. Эрмитажра, кунцкамерăра, ытти паллă вырăнсенче пулса курнипе хăпартланнă вĕсем.

Çавăн пекех Калинино ачисем çăмăл атлетика, футбол, ытти спорт секцийĕсене те сиктермен. Мускава конкурса кайма хатĕрленекенсем кунсерен занятисенче пиçĕхнĕ. Теприсем вара Мăн Çавал çумĕнче чĕртме шутланă парк валли чечексем акнă.

С.СВЕТЛОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика