Пурнăçа хаклама пĕлместпĕр мар-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2018, 09:42 Просмотров: 444

 «Боярышник» вырăнне кăткă спирчĕ?

Республикăра, çав шутра хамăр районта та, «фанфуриксемпе» кĕрешес ĕç пĕр вăхăт хĕрÿ пычĕ. Çакăн хыççăн аптекăсенчен спиртлă медицина шĕвекĕсене тата антисептиксене сутма пăрахрĕç темелле.

Анчах та çакă нимĕн те тиркемен «уйрăм категорири» çынсене питех хăратмарĕ иккен. Вăрнар урамĕсенче унта та кунта каллех флаконсем йăваннине кашниех курнă-тăр. «Шанс» рынок çумĕнчен çĕнĕ ача садне каякан çул хĕрринче вĕсем шăкăринех выртаççĕ. Хĕллехи вăхăтра самаях пухăннă, ăшăтнăçем флаконсем çурхи пĕрремĕш чечексем евĕр юр айĕнчен тухса пыраççĕ. Шел те, кунашкал ÿкерчĕк пачах чуна выртмасть. Çÿлерех асăннă категорири çынсем хăйсем валли тепĕр тĕрлĕ «алкоголь барĕ» уçни куçкĕретех.

Мĕн ĕçеççĕ тетĕр-и? Кăткă спирчĕ. Пĕр-ик çĕрте 95 процентлă этил спирчĕн флаконĕсем те курăнкалаççĕ. Нивушлĕ вĕсене сутма пăрахман?

Кăткă спирчĕ вара? Медицина справочникĕ ку медикаментра этанол концентрацийĕ 70 процент пулнине кăтартать. Инструкцире унпа тулашран кăна, тĕрĕс усă курмаллине çирĕп палăртнă. Хăшĕсенне ку спирт растворĕ аллерги пуçарма пултарать. ,çме вуçех юрамасть. Вăл вар-хырăма сиенлет.

Шел те, ĕçкĕçсене нимĕн те хăратмасть. Инкеклĕ тĕслĕхсене аякка кайса шырама кирлĕ мар. Пĕлтĕр районта алкоголь шĕвекĕ ĕçнипе наркăмăшланса вилнĕ 9 тĕслĕх çырăннă. Кăçалхи 1-мĕш кварталта – 2.

Çакă та пăшăрхантарать. Пĕтĕм çын куç умĕнче пухăнакан, тавралăха варалакан çак ушкăнсем тĕлĕшпе те мерăсем çирĕпрех кирлĕ  пек туйăнать.

Тулашри сăлтавсем иккĕмĕш вырăнта

Районти тĕп больница кăçалхи пĕрремĕш кварталти демографи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Чăваш енĕн медицина информаципе аналитика центрĕн даннăйĕсем ЗАГС кăтартăвĕсемпе килĕшсе тăраççĕ: кăçалхи виçĕ уйăхра районта 61 ача çуралнă, пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен 21 пепке сахалрах. Çав вăхăтрах çынсем пурнăçран уйрăласси иртнĕ çулхи тапхăртан пысăкрах: январь – март уйăхĕсенче леш тĕнчене 133-ĕн кайнă, 2017 çулхи ку тапхăрта – 129.

Автансăр яла кайнисен 22,5 проценчĕ е 29 çын – ĕçлеме пултараслăх ÿсĕмрисем.

Тĕп сăлтавсене тишкерес пулсан юн çаврăнăшĕн чирĕсем яланхиллех пĕрремĕш вырăнта, вĕсене пула 47 çыннăн пурнăçĕ татăлнă (2017 çулта – 35). 

Тулашри сăлтавсем иккĕмĕш вырăна хăпарнă – 25 çын. Çиччĕшĕ пыра ют япала лекнипе, тăххăрăшĕ шăнса, тăваттăшĕ асфиксипе, иккĕшĕ алкоголь шĕвекĕпе тата иккĕн углерод окисĕпе наркăмăшланса, пĕр çын çул-йĕр инкекĕнче вилнĕ. Тулашри тĕслĕхсем Вăрнар хула поселенийĕнче улттă, Аçăмçырми, Малти Ишек, Калинино, Мăн Турхан ял тăрăхĕсенче икшер, Çĕрпел ял тăрăхĕнче виççĕ, Вăрманкас, Ярмушка, Ершепуç, Кульцав, Кĕçĕн Кипек, Санарпуç, Çавалкас, Хирпуç ял тăрăхĕсенче пĕрер çырăннă.

Çулталăк пуçланнăранпа çырăннă тĕслĕхсенче çынсем çавăн пекех нерв тытăмĕн чирĕсенчен (14), ватлăх халсăрлăхĕнчен (14), шыçăсенчен (9), сывлав органĕсен (9) тата вар-хырăм органĕсен (9) чирĕсенчен вилни паллă. Халăх шучĕ хăй хальлĕн ÿсесси Вăрнар районĕнче чакнă, -2,2-пе танлашнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика