ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Вурнарской районной газеты "Путь победы"

Конкурсра – хурт-хăмăр ăстисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2018 09:42 Просмотров: 28

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче районсем хушшинчи «Чи лайăх пыл» конкурс иртрĕ. Мероприятие районти ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ Владимир Матвеев, çавăн пекех Вăрнарпа Элĕк районĕсенчи хурт-хăмăр ăстисем хутшăнчĕç.

Конкурса икĕ районти тĕрлĕ ял тăрăхĕнчи уйрăм çынсем 27 тĕрлĕ чечек пылĕсене тăратрĕç. Техникумăн пулас çамрăк специалисчĕсем пыл пахалăхне тĕрлĕ номинаципе хакларĕç.

Дегустаци кăтартăвĕсемпе пур сортсенчен те чи лайăххи Вăрнар поселокĕнчи М.Алексеевăн пылĕ пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна Кайри Тукайри Б.Васильевпа Кивçурт Енĕшри В.Алексеев тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна виççĕн – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ, «Санар» агрофирма (Е.Мутина хурт-хăмăр ăсти), Çăлкас Кăкшăмри А.Лукин йышăнчĕç. Пылăн тавар пахалăхĕпе, тутипе Элĕкри В.Терентьева, Вăрнарти М.Емельянова, Çĕрпелти П.Черкасова çитекенни тупăнмарĕ.

К.ЮРЬЕВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ