Ырă хыпар - чĕре уççи!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.01.2023, 08:57 Просмотров: 404

Кăçалхи çĕнĕ çула, ахăртнех, кашниех тĕнчере мир, тăнăçлăх хуçалантăр, ентешсем ятарлă çар операцийĕн зонинчен хăвăртрах чĕрĕ-сывă, çĕнтерÿпе таврăнччăр тесе кĕчĕ.

Чĕре çумне илсе

Паян салтаксене пирĕн пулăшу, хавхалантару, пирĕн чĕре ăшши уйрăмах кирлĕ. Иртнĕ çул, пĕлетпĕр ĕнтĕ, пĕтĕм халăх мобилизациленнисене, çапăçу хирĕнчисене пулăшма кар тăчĕ. Район çыннисем ырă ĕçе халĕ те хутшăнма пăрахмаççĕ.

Хамăр район салтакĕсем ыйтнипе, акă, «ZOV Вурнары» ушкăн хастарĕсем СВО зонине тата тепĕр УАЗ автомобиль яма шутларĕç. Чĕнĕве Вăрнар муниципаллă округ депутачĕ Игорь Ехлаков чĕре çумне илчĕ - хăйĕн автомашинине пама килĕшрĕ. Халĕ çамрăксем, механиксем, ăна çар условийĕсем валли вăйлатассипе тăрăшаççĕ.

«Ангелсем упраччăр»...

Туçи Çармăсра пурăнакан Мария Петровна Михайлова та салтаксен пурнăçне аван ăнланать. Тепĕр уйăхра 90 çул тултараканскер, çамрăкла хура-шурне, вăрçă тути-масине курнăскер, аван пĕлет - çапăçурисене пур енлĕ пулăшу кирлĕ.

Мария Петровна - «Çĕнтерÿ çулĕн» çывăх тусĕ те. Салтаксене районĕпе хавхалантарнине хаçат страницисенче вуласа пĕлсен хăй те аякра юлас темен. Çак кунсенче вăл вуникĕ мăшăр çăм нуски çыхнă. Унсăр пуçне, çыру та шăрçаланă вăл. «Эсир пирĕн пурнăçшăн хăрушă та йывăр кунсене чăтатăр, сирĕн çÿрес çулусем такăр пулччăр. Тăшманăн куçĕсем сире ан курччăр. Сире хăвăрăн ангелусем хăйсен çуначĕсемпе яланах хупăрласа çÿреччĕр. Çуралнă киле сывă та маттур таврăнăр», - чунран пĕлтернĕ 90-ри вăрçă ачи. Çавăн пекех Мария Петровна салтаксене Çĕнĕ çулпа, Раштав уявĕпе саламланă.

Пирĕн мăнаçлăх

СВО зонинчен килекен ырă хыпарсем яланах савăнтараççĕ. Кану кунĕсенче, акă, пирĕн ентеше Евгений Ригова пысăк çар наградипе чысланине пĕлтĕмĕр. Евгений Иркутск тăрăхĕнче çуралнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вара унăн Вăрнар поселокĕнче иртнĕ.

Маттур çамрăк ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах хăй ирĕкĕпе çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăма шутланă. СВО зонинче вăл иккĕмĕш хут ĕнтĕ. Маларах май уйăхĕнчен тытăнса августчен пулнă, халĕ - ноябрьтенпе.

Евгений Ригов Чечня Республикин «Ахмат» паллă спецназ йышĕпе çапăçать. Служба тивĕçне пурнăçланă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна «Ахмат-Спецназ» орденпа наградăланă.

Евгений - пирĕн Герой! Пĕрле тивĕçлипе мухтанатпăр!

Пысăк шанăç

Пирĕн район çамрăкĕсем çине пысăк шанăç, яваплăх хуни те - ырă кăтарту.

Чăваш енри «Пĕрле» фонд, акă, ятарлă çар операцине хутшăнакан реактивлă артиллери дивизионне квадрокоптер панă. Пилотлă вĕçев аппаратне ун командирне, пирĕн ентеше - Шăхальти Геннадий Петрова - шаннă.

Гварди майорĕ пысăк технологиллĕ изделипе тивĕçтернĕшĕн «Пĕрле» фонда тав тунă, квадрокоптер СВО зонинче питех те кирлине палăртнă. Çавăн пекех вăл пирĕн çарсем пурнăçлакан паттăрла ĕçсем пирки те каласа кăтартнă.

«ZOV Вурнары» пуçару ушкăнĕн ертÿçи Артур Михайловпа пĕрле вĕсем фонда картина парнеленĕ.

Хамăр ентешсемпе çыхăннă ырă ĕçсем ытларах пултăрччĕç...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика