Çурхи пăр – вăйă вырăнĕ мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2018, 15:56 Просмотров: 519

Тинех çуркунне çитрĕ, хĕвел савăнса хĕртнипе пăр та хăвăрт ирĕлнине сисетпĕр. Çуркунне вăйланакан шыв юхăмĕ те ăна аялтан шăтарса аркатма тăрăшать. Кунсерен вăл вĕтĕ шăтăкланса, кăпăшкаланса хавшаса пырать. Апла пулсан çак вăхăтра пăр çине тухни питĕ хăрушă.

Çурхи пăр кĕрхинчен е хĕллехинчен самаях уйрăлса тăрать. Енчен те кĕрхи пăр, хăрушлăх çинчен асăрхаттарса, çын йывăрăшĕпе шатăртатма тытăнать пулсан, çурхи тÿрех анса каять. Пĕччен утакансемшĕн 5 сантиметртан, çынсен ушкăнĕшĕн 7 сантиметртан кая мар хулăнăш пăр хăрушсăр шутланать.

Хисеплĕ граждансем, уйрăмах ачасем, ан манăр – çуркунне юханшывсем, пĕвесем урлă каçма пачах юрамасть! Ачасемшĕн шыв-шур вăйă вырăнĕ пулмалла мар. Пĕр пăр катăкĕнчен теприн çине сикни, çыранран аякка тухни калама çук хăрушă. Ейÿ тата пăр кайнă чух чăнкă çыран хĕррине те ан пырăр, хăвăрт шыв юхăмĕ ăна çисе кĕрет, аркатать. Тулăх шыв çывăхра пурăнакансемшĕн уйрăмах хăрушлăх кăларать. Хĕлле пăр урлă каçмалли вырăнсемпе усă курма вĕреннĕскерсем, вĕсем çуркунне асăрханулăх çинчен манма пултараççĕ.

Инкексенчен сыхланма ансат правилăсене пăхăнни те çителĕклĕ.

– Çуркунне юханшыв, пĕве е кÿлĕ урлă каçма юрамасть. Çуран каçмалли вырăнсене кăтартакан паллăсене тимлĕ сăнамалла. Тĕрĕслемен пăр çине тухни – пысăк хăрушлăх.

– Çурхи ейÿ – яваплă тапхăр. Шкул ачисем инкеке лекни сайра мар. Мĕншĕн тесен вĕсем шыв-шур çывăхĕнче ашкăнма, пăр катăкĕсем çинче ярăнма пултараççĕ. Çавăнпа вĕсене ейÿ сиенне, ун хăвачĕ шар кăтартма пултарнине ăнлантармалла. Ачасене çак вăхăтра куçран вĕçертме юрамасть.

– Пăр кайнă вăхăтра çăлкуçсем тапакан, промышленность предприятийĕсем ăшă шывсем кăларакан вырăнсем, пăр айĕнчен тухса тăракан тĕмсем, туратсем çывăхĕнче уйрăмах шанчăксăр. Шыв сарăлнă тапхăр пире йĕркене, асăрханулăх правилисене çирĕп пăхăнма хистет.

Ф.ТИМОФЕЕВ,

район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика