Ачасемшĕн çемье хÿтлĕх пултăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2018, 15:57 Просмотров: 457

Çынсем тулашри сăлтавсенчен пурнăçран уйрăлнин пысăк пайĕ çынсем хăйсем çине алă хунипе çыхăннă. Пĕлтĕр, сăмахран, кунашкаллисем 99-тан 20-ĕн пулнă. Харпăр-хăй пурнăçне татакан шутне чакарма пулать-и тата ку утăма тăвассинчен мĕнле асăрханмалла, уйрăмах ачасене мĕнле сыхламалла... – ку ыйтусем тавра Вăрнар район тĕп больницин медицина психологĕпе Елена Николаевна МинАевапа калаçатпăр.

– Тÿрех ыйту çуралать – çынсене, уйрăмах ачасене, çак утăма тума мĕн ытларах хистет-ха?

– Суицид – пурнăç тĕллевне çухатнипе çырăнакан пысăк инкек. Ачасем хăйсем çине алă хуни тата хăрушăрах. Статистика уйрăмах арçын ачасен психики 7–14 çулсенче, хĕрачасен 15–18 çулсенче черченреххине палăртать. Харпăр-хăй çине алă хуни нумай чухне чунри пăшăрхану шайĕ пысăк пулнипе çыхăннă.

Шел те, чылайăшĕ пурнăç кăларса тăратакан йывăрлăхсене хăй тĕллĕн çĕнеймест, пĕтĕм тĕнче ăна хирĕç тесе йышăнать. Ку енĕпе ытла та тарăн хуйха ÿкни вĕсене тискер утăма тума хистет те. Кăçал ак Вăрманкас каччипе инкек пулнă – çула çитменскер çакăннă. Унччен маларах та районта ку ÿсĕмрисем харпăр-хăй çине алă хунă тĕслĕхсем пулнăччĕ.

– Хăрушă инкек, паллах. Анчах та сирĕн, специалист шучĕпе, вилеслĕх шухăш нивушлĕ çынра ачаранах тĕвĕленет?

– Ачасен тата аслă çынсен суицичĕ пачах урăхла. Шкул çулне çитиччен кĕçĕннисем ватă çынсем кăна вилеççĕ тесе шутлаççĕ. Шкул вăхăтĕнчисем вилĕмпе пурнăç чиккине ăнланаççĕ, анчах та вилĕме вĕсем унчченхи пекех вăхăтлăх пулăм тесе йышăнаççĕ. Нумайăшĕ пурнăçран уйрăласран хăрать, ытларах чухне – ашшĕ-амăшĕ вилесрен, аслăрах çамрăксем ку темăна кăсăкланса йышăнаççĕ.

Тĕрĕссипе, харпăр-хăй çине алă хума хăтланакансем хăйсем чăннипе вилетпĕр тесе шутламаççĕ, çапла йывăр самантсем иртсе каяççĕ тесе, «вилĕм» иртсе кайнă хыççăн пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать тесе шутлаççĕ. Ытларах тĕслĕхре суицидпа вĕсем хÿтĕленетпĕр теççĕ, нумай чухне ашшĕ-амăшĕнчен. Çак утăм хыççăн ачасем çемьере телей кăна хуçаланасса ĕмĕтленеççĕ. Пĕр тĕслĕх: çичĕ çулхи ачана амăшĕ итлеменшĕн ача çуртне ярассипе хăратнă. Вăл кăшкăрнă, макăрнă, каçару ыйтнă – пулăшман, амăшĕ пурпĕр çак сăмахсенех каланă. Ача хыççăн çакăнма тăнă: «Çакăнса тăнă чухне анне мĕнлерех асапланнине курăп, кайран вара пĕтĕмпех лайăх пулĕ!» – тенĕ вăл. Юрать, ĕç-пуç вилĕмпе вĕçленмен.

– Çапах та ачасене çак утăм патне мĕн илсе çитерет-ха?

– Ача-пăча суицичĕн кашни тĕслĕхĕнче çемьери хĕнлĕх палăрать. Уйрăмах кĕçĕннисене психика енчен путарни: хăратни, кÿрентерсе айăплани, ытлашши сыхлани тата ытти те.

Суицидсен пысăк пайĕ хĕненипе тата хăрушла айăпланипе (тĕттĕм пÿлĕмре хупса хунипе, апат çитерменнипе, шыв ĕçтерменнипе...) çыхăннă. Çавăн пекех нумай тĕслĕхре ку инкекре амăшĕ пысăк вырăн йышăнать. Вăл ачине ăнланманни инкек пуçарать те.

– Кунашкал тĕслĕхсем ан пулччăр тесен мĕн сĕннĕ пулăттăр?

– Чи малтанах ашшĕ-амăшне чĕнсе калас килет: пурнăçра кирек мĕнле лару-тăру пулсан та, уйрăмах амăшĕн, ачипе иккĕшĕн хушшинче ăнлану «кĕперĕ» хывмалла. Ача хăйне хÿтлĕх кĕтекен вырăн пуррине туйтăр. Психологире çакна «хăрушсăр уй» теççĕ.

Кирек мĕнле йывăрлăха лексен те ачана шалти туйăм тăван киле, пуринчен те пытанма, туртать. Нумай тĕслĕхре ашшĕ-амăшĕ çула çитмен çамрăка пăхăнма, хăйсем мĕн хушнине пурнăçлама ыйтать, çакăн пек чухне ăнлану «кĕперĕ» татăлма пултарать, ачан ниçта та кайса хÿтĕленмелли пулмасть. Çавăн чухне кĕске вăхăтра çакнашкал усал шухăш çуралать те.

Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачапа ытларах калаçмалла, пуласлăх пирки плансем тумалла. Вĕсем ырă шухăшлă пулччăр. Ăна ыттисемпе танлаштармалла мар, çакă унăн хăйĕн хаклавне пушшех чакарĕ. Унпа ытларах ĕçлемелле, хускануллă занятисене çырăнмалла, пĕрле ытларах уçăлса çÿремелле. Килти чĕрчунсене тытсан аван – çакă ун психики çине лайăх витĕм кÿрĕ. Паллах, ача кун йĕркине çирĕп пăхăнтăр: апат лайăх çитĕр, çывăрса тăрантăр, спортпа туслаштăр.

Енчен те йывăр самантсем пулсан психологран пулăшу ыйтма нихăçан та ан вăтанăр. Ача ыйтăвĕсене итлеме вĕренмелле, ăна тÿрех кăшкăрса тăкни вырăнсăр. Ăна ăнланма, кирлĕ сĕнÿ пама тăрăшăр.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.     

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика