Çитменлĕхсене пĕтерме хушнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2018, 15:58 Просмотров: 418

Вăрнар район прокуратури инвалидсен социаллă хÿтĕлевĕ çинчен калакан саккунсем районта мĕнле пурнăçланнине тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăхăнман тĕслĕхсенчен чи анлă сарăлни – РФ ,ç кодексĕн 115-мĕш статйин 2-мĕш пайĕнче, «РФ-чи инвалидсен социаллă хÿтĕлевĕ çинчен» саккунăн 23-мĕш статйин 5-мĕш пайĕнче палăртнă требованисене уяманни, районти чылай предприятипе учрежденире ĕçлекен сусăр çынсене çулталăкри тĕп отпуска 30 кунран сахалрах шутласа пани.

Çакнашкал çитменлĕхсем «Янгорчино» ял хуçалăх производство кооперативĕнче, «Централизациленĕ библиотека системи» тата «Централизациленĕ клуб системи» учрежденисенче, «Вурнарская» МСО» обществăра, Калининăри шкул-интернатра тата вăтам шкулта, Кульцаври вăтам шкулта палăрнă.

Çÿлерех асăннă саккунăн 4-мĕш статйинчи требованисене шута хумасăр, Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче вара инвалидсене, хăйсенчен çырса ирĕк илмесĕрех, кану кунĕсенче тата каçхи вăхăтра ĕçе явăçтарнă.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсем хыççăн организацисемпе учрежденисен 5 ертÿçи тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă, 7 пуçлăх ячĕпе представленисем янă. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика