Эмелсемпе тивĕçтермен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2018, 15:58 Просмотров: 462

Çынсене эмелсемпе тивĕçтерес ыйту та район прокуратури енчен пысăк тимлĕхре. Ку сферăна пырса тивекен саккунсемпе килĕшÿллĕн, аптекăсен, фармацевтика ĕç-хĕлĕпе лицензи пур уйрăм предпринимательсен медицина пулăшăвĕ пама кирлĕ, ĕç тăвакан влаç органĕ çирĕплетнĕ эмелсен чи пĕчĕк ассортиментне тивĕçтермелле.

Прокурор тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче ку требованисене уяман тĕслĕхсем тупăннă. Сăмахран «Вита» обществăн аптекинче РФ Правительствин хушăвĕпе çирĕплетнĕ чи пĕчĕк ассортимента кĕрекен хăшпĕр эмелсем пулман. Вĕсем – ко-тримоксазол (суспензи), ацикловир тата кагоцел (таблеткăсем).

Эмелсемпе тивĕçтерес ыйтăвăн социаллă пĕлтерĕшне тата кирлĕлĕхне шута хурса Вăрнар район прокуратури «Вита» тулли мар яваплă общество директорĕ ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме хушса представлени тăратнă. Ертÿçĕ тĕлĕшпе РФ КоАП-ĕн 14.1-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе административлă ĕç пуçарнă, материалсене миравай судьяна пăхса тухма ярса панă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика