Хоккейра та ăста

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2018, 16:01 Просмотров: 482

Вăрнарта тăрăллă пăр катокĕ ĕçлеме тытăннăранпа районти хоккей тусĕсем пĕрре мар ăнăçупа савăнтарчĕç.

Виçĕмкун акă вăрнарсен пĕрлештернĕ команди, вăл шута аслисем çеç мар, ачасем те кĕнĕ, республика матчĕн йĕркипе иртнĕ вăйăра Патăрьел районĕн командине 9:3 шутпа парăнтарнă. Шайбăна ытларах кĕртекенĕсенчен пĕри – Руслан Алексеев.

Вăрнарсене унпа ăнăçнă темелле, çамрăк малашне «Кристалл» командăн тренерĕнче тимлĕ. Спортăн ку тĕсĕсенчи опычĕ пысăк унăн, унччен вăл нумай çул, ачаран, Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» командăра ăнăçлă вылянă. Йăх тымарĕсем унăн – пирĕн районтан, Кивçурт Енĕшрен. Вăрнарта вăл ачасен тепĕр хоккей командине пухасшăн.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика