Чи яваплисене палăртĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2018, 16:01 Просмотров: 446

ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсемпе тимлекен комитечĕ МЧС-ăн республикăри Тĕп управленийĕпе пĕрле 2017 çулти тĕрлĕ отрасльсемпе сферăсенчи пушарсем тĕлĕшĕнчен чи хăрушсăр организацисене палăртать.

Çак тĕллевпе республикăра конкурс старт илнĕ, çĕнтерÿçĕсене çак номинацисенче палăртĕç: «Сывлăх сыхлавĕнчи пушарсем тĕлĕшĕнчен чи хăрушсăр объект», «Вĕрентÿ тытăмĕнчи пушарсем тĕлĕшĕнчен чи хăрушсăр объект», «Халăха социаллă хÿтлĕх парас сферăри пушарсем тĕлĕшĕнчен чи хăрушсăр объект», «Культура тытăмĕнчи пушарсем тĕлĕшĕнчен чи хăрушсăр объект» тата «Пушарсем тĕлĕшĕнчен чи хăрушсăр ял поселенийĕ». Хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе хастар, яваплă тимлекен организацисем заявкăсене кăçалхи апрелĕн 9-мĕшĕнчен май уйăхĕн 9-мĕшĕччен тăратма пултараççĕ.

Конкурса хутшăнакан объектсене 25 критерипе хаклаççĕ. Чи лайăххисене I, II тата III степеньлĕ дипломсемпе чыслама палăртнă.

Конкурс условийĕсемпе тата хаклав критерийĕсемпе ГКЧС-ăн официаллă сайтĕнче паллашма май пур.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика