Асăрхавра - ăнăçсăр çемьесем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.01.2023, 14:28 Просмотров: 491

Кашни ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсен ырлă-хĕшĕн пурăнать. Вĕсем хăйсенчен сывлăхлăрах, телейлĕрех, ăнăçлăрах пулччăр тет. Тĕрĕссипе, çапла кирлĕ те.

Анчах, кĕтÿре усал сурăх пурпĕрех тупăнать тенешкел, ашшĕ-амăшĕсем хушшинче те явапсăррисем тĕл пулаççĕ. Ачисене ытлă-çитлĕ ÿстерес, йĕркеллĕ вĕрентес тесе тăрăшманнисем, хаяр шĕвексене ывăлĕ-хĕрĕнчен ытларах хаклакансем...

Кунашкал хăрушлăхри çемьесенче инкексем тухассине, ачисем килсĕр-сăнавсăр çапкаланса çÿрессине, преступленисем тăвассине асăрхаттарас тĕллевпе яваплă службăсем вĕсене çирĕп тимлĕхре тытма тăрăшаççĕ.

Муниципаллă округра çак тивĕçсене ятарлă ĕçлĕ ушкăн пурнăçлать. Çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен комиссин, полицин «Вурнарский» пайĕн, Вăрнарти халăха социаллă тивĕçтерÿсем паракан центрăн сотрудникĕсем кулленех ведомствăсем хушшинчи рейдсене тухаççĕ, округри ăнăçсăр çемьесенче тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Иртнĕ эрнере те вĕсем темиçе çемьери лару-тăрупа паллашнă. Палăртмалла, вăрăм Çĕнĕ çул уявĕсенче специалистсем асăрхава пушшех те вăйлатнă.

Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче профилактика ушкăнĕ ачасен пурнăç условийĕсене тишкернĕ кăна мар, ашшĕ-амăшĕсемпе уйрăм калаçусем те ирттернĕ. Ачисене тивĕçлĕ пăхса ÿстермеллине, пĕчĕккисене хăрушлăхсенчен хÿтĕлемеллине, спиртлă шĕвексемпе аташма юраманнине асăрхаттарнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика