Ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2018, 16:02 Просмотров: 482

Ачасене пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе кăсăклантарас тĕллевпе йĕркеленĕ «Неопалимая купина» конкурс çулсерен анлăланса пырать. Унта хутшăнакансен йышĕпе те, пултарулăх ĕçĕсен пуянлăхĕпе те. Кăçал конкурсăн муниципаллă тапхăрне тăратнă ĕçсем те кашниех хăйнеевĕрлĕ, тарăн шухăшлă. Пурте вут-çулăм сиенне кăтартаççĕ, инкексенчен сыхланма вĕрентеççĕ, çăлавçăсен кăткăс службипе паллаштараççĕ. Çак сăлтавпах хаклав комиссине (унта вĕрентÿ пайĕн, 27-мĕш çăлавпа пушар чаçĕн, асăрхавпа профилактика ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн, ВДПО-н вырăнти уйрăмĕн представителĕсем кĕнĕ) чи лайăххисене уйăрма çăмăл килмен.

/керчĕксен ăмăртăвĕнче çĕнтерÿçĕсен ятне ача сачĕсен воспитанникĕсем хушшинче Камилла Ишмейкина («Ручеек»), Елизавета Малова («Солнышко»), шкулта вĕренекенсенчен Максим Алексеев (Ярмушка) тивĕçнĕ.

Иккĕмĕш вырăнсенче – Мария Сидоровапа («Ручеек») Лариса Молчанова (Ярмушка), виççĕмĕшĕсенче – Марина Степанова («Березка»), Елизавета Краснова («Ручеек») тата Вăрнарти 1-мĕш шкулти Дмитрий Жилкин.

Декоративлă прикладной пултарулăх енĕпе («Сюжет композицийĕ» ушкăнра) вара Сергей Яковлевпа («Ромашка») Ярослав Павлов («Ручеек»), Кÿстÿмĕрти шкулта вĕренекенсен коллективлă ĕçĕ çĕнтернĕ. Пысăк ăсталăх кăтартса çавăн пекех призерсен йышне «Рябинка» воспитанникĕсен пĕрлехи ĕçĕ, Дмитрий Алексеев («Ромашка»), Александр Чикмяков («Ручеек»), Кирилл Мурзанов (Вăрнарти 2-мĕш шкул), Эвелина Краснова (Санарпуç) кĕнĕ.

Ку номинацин ытти ушкăнĕсенче (чустаран, хутран, бисертан, пластилинран хатĕрленĕ, çыхнă тата ытти мелсемпе ăсталанă ĕçсем хушшинче) мала тухнисем – Иван Гордеев (1-мĕш шкул), Екатерина Давыдова («Ивушка»), Арсений Федоров (2-мĕш шкул), Анна Николаевапа Полина Волкова («Ручеек»), Снежана Орлова (Ярмушка шкулĕ), Елена Богданова (ача-пăча пултарулăх çурчĕ). Çавăн пекех Денис Зайцевăн, Анна Фролован, Дарья Степанован (1-мĕш шкул), Кристина Шкарупан («Ручеек»), Федор Давыдовăн («Ивушка»), Кирилл Сергеевпа Артем Ильинăн («Ручеек») ĕçĕсен çÿллĕ шайне те уйрăммăн палăртнă.

Пултарулăхăн техника тĕсĕсенче, жюри палăртнă тăрăх, пĕрремĕш вырăнсене Андрей Никитин («Солнышко»), 1-мĕш шкулти Альбина Иванова, Даниил Иванов (Санарпуç) йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă ĕçсен йышĕнче – Дмитрий Петровăн («Ручеек»), Даниэла Емельянован (1-мĕш шкул), Ксения Иванован («Ивушка»), Сергей Васильевпа Кирилл Филипповăн (Кÿстÿмĕр), Ксения Маслячкинапа Софья Аверкинан («Ромашка»), Вадим Чекушкинăн (Кĕçĕн Кипек) ĕçĕсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА.     

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика