Вăрнар фермерĕн пылĕ - чи лайăххи

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2023, 14:34 Просмотров: 423

Патăрьел округĕнче «Вĕлле хуртне пулăш» ятпа хурт-хăмăр ăстисен 8-мĕш форумĕ пулнă. Вăл пĕрремĕш хут тĕнче шайĕнче иртнĕ. Мероприятие 200 ытла хурт-хăмăр ăстипе ученăйсем хутшăннă. Вĕсем Чăваш, Марий Эл Республикисенчен, Тутарстанран, Мордваран, Ульяновск, Чулхула, Ярославль облаçĕсенчен тата Беларуçрен килнĕ.

Мероприятире тĕрлĕ ыйтусене çĕкленĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Николай Пирожковпа Ульянов ячĕллĕ патшалăх университетĕнчи Татьяна Емельянова доцент «Чăваш енри паллă хурт-хăмăр ăстисем» кĕнекен презентацине ирттернĕ. Республикăн çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Елена Дымза утар валли участока епле арендăласси пирки каласа кăтартнă. Антон Лукин, Россельхознадзорăн Ульяновскри тата Чăваш енри Управленийĕнче тимлекенскер - хурт-хăмăр продукцийĕн пахалăхĕ пирки.

Беларуçри утарçăсен ассоциацийĕн председателĕ Андрей Шушеначев онлайн йĕркипе пыл хурчĕсен чир-чĕрĕпе кĕрешмелли мероприятисен планĕпе паллаштарнă. Биологи наукисен докторĕ Вячеслав Тобоев «Эпир мĕнле вĕлле хурчĕсене ĕрчететпĕр/» темăпа калаçнă.

Паха пыл туса илес тесен мĕншĕн çăка йывăççисем лартмалла/ Кун пирки Чăваш патшалăх аграри университечĕн ĕçченĕ Анатолий Скворцов ăнлантарнă. Кÿршĕллĕ республикăсенчи хурт-хăмăр ăстисем те сĕнÿсем панă.

Йăлана пăхăнса пĕлтĕр туса илнĕ пыла пахаланă. Конкурс хĕрÿ иртнĕ. Раççей Федерацийĕн 5 регионĕнчен - Чăваш енрен, Тутарстанран, Ульяновск, Чулхула, Ярославль облаçĕсенчен - 54 тĕрлĕ пыл тăратнă. Ятлă-сумлă конкурсра Вăрнар поселокĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Иван Федоров пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унăн продукцийĕ - çăка пылĕ - пуринчен пахи тесе çирĕплетнĕ. Ентешĕсем унпа мухтанаççĕ: «Иван Михайлович хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал!» - теççĕ.

Иван Федоров хурт-хăмăр ĕрчетессипе 20 çул ытла тăрăшать. 2011 çулта фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Ĕçчен ертÿçĕ хурт-хăмăр продукчĕсене туса илессипе хастар тимлет. Фермер хуçалăхĕнче туса илнĕ пыл, перга, прополис тата ыттисем яланах пахалăхпа палăрса тăраççĕ. Иван Федоровăн «Шанс» рынок территорийĕнче хăйĕн лавкки пур. Кунта утар валли рамкăсем те туянма пулать.

Иван Михайлович хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçре малта пыракан технологисемпе усă курать. Фермер хăйĕн опычĕпе çамрăк утарçăсене те кăмăлпах паллаштарать.

Улатăр енчи Василий Казанцевпа Патăрьел тăрăхĕнчи Светлана Алексеева иккĕмĕш вырăна пайланă. Çĕнтерÿçĕсен йышне лекме Тутарстанри Марат Исхаковпа Патăрьел енчи Роза Власова та тивĕçнĕ. Вĕсем - виççĕмĕш.

Форум программи питĕ пуян та анлă пулнă. Çамрăк утарçăсем ятлă-сумлă хурт-хăмăр ăстисен опычĕпе паллашнă. Пыл юхтармалли машинăсен, вĕллесен куравĕ те ĕçленĕ. Унта 19-20- мĕш ĕмĕрсенче усă курнисем те вырăн тупнă. Çавăн пекех мероприятире хурт-хăмăр продукцине, вĕлле хурчĕсем валли кирлĕ эмел препарачĕсене, оборудованине, методика литературине туянма май пулнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика