Курма кăна мар, ĕçлеме те килччĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2023, 14:35 Просмотров: 557

Канмалли кунсенче Ершепуç тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсен ялĕсенче «Снежный десант» тесе çырнă жилеткăллă çамрăксене чылай курчĕç ĕнтĕ. Республикăри аслă шкулсен студентсен отрячĕсен пĕрлештернĕ команди шăпах кунта чарăнчĕ.

Студентсем яланах хастар çынсем пулнă. Паянхисен, çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче çитĕннисен, шухăшĕсем пушшех те анлă. Хăюлăхĕпе те уйрăлса тăраççĕ вĕсем. Çакна Кÿстÿмĕр шкулĕнче чарăннă хĕллехи десант ĕçĕ-хĕлĕпе те çирĕплетме пулать.

Аслă шкулсенче вĕренекенсем шкул пурнăçне хаваслăх, хăйне евĕрлĕ варкăш кĕртрĕç. Ачасем студентсемпе пĕрле флешмоба хутшăнчĕç. Торжествăлла пайра пурте харăс Раççей гимнне янраттарчĕç.

Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов хăнасене ырă ĕçсем пуçарнăшăн тав турĕ. Студентсене аслă шкул хыççăн хамăр тăрăха йыхравларĕ. Çамрăксем валли патшалăхăн ытти программисемпе пĕрлешсе муниципаллă проект ĕçленине, унпа пурнăç условийĕсене лайăхлатма е çĕр лаптăкĕ туянма май пуррине каларĕ. Вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕпе Алексей Фирсовпа пĕрле Андрей Владимирович студентсен отрячĕсене Тав çырăвĕсемпе хавхалантарчĕ.

«Хĕллехи десантăн» программи тĕрлĕ енлĕ. Мастер-классем, концерт программисĕр пуçне вĕсем ыркăмăллăхпа та палăрчĕç. Çамрăксем Кÿстÿмĕрти Анна Кузьминана, Ершепуçĕнчи Валентина Ефимована пулăшу кÿчĕç. Ку ялсенчи палăксен территорийĕсене юртан тасатса вĕсем умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Анчах та пулас специалистсемшĕн, паллах, профильлĕ организацисенче пулни темрен те лайăхрах. Район тĕп больницин тĕп врачĕпе Сергей Илюткинпа студентсем Кÿстÿмĕрти ФАПра сывă пурнăç йĕрки, инфекцилле мар чирсем пирки ăнлантару ĕçне ирттерчĕç, çынсен сывлăхне тĕрĕслерĕç. Хăйсем спортпа туслă пулнине çирĕплетсе вырăнти шкул ачисемпе волейбол турнирĕнче тупăшрĕç.

«Агрохмель» агрофирмăра пулни вĕсенче, уйрăмах аграри университетĕнче вĕренекенсенче, кăсăклăх çуратсан тем пекехчĕ. Борис Семенов ертÿçĕ вĕсене тырă алланă çĕре илсе кайрĕ. Ангарсенче вĕрекен ĕç, кунта хуçаланакан тасалăх, илĕртсе выртакан таса тырă куписем илĕртмелле пек. Çитменнине, шалăвне те паян хуçалăхра начар мар тÿлеççĕ. Анчах та Борис Николаевич пытармарĕ - çамрăксем çĕр ĕçĕнче тимлесшĕн мар. «Хам кунта тимлеме тытăннăранпа аслă шкул хыççăн хуçалăха, шел те, килекен пулмарĕ», - терĕ вăл студентсене хăйсем патне йыхравласа. Студотряд представителĕ ĕççи вăхăтĕнче пулăшу йĕркелесси пирки шутласа пăхма пулчĕ.

«Раççей студенчĕсен отрячĕсен хĕллехи десанчĕ» - çамрăксем хушшинче ыркăмăллăх ĕçĕсене саракан ушкăн. Виçĕ уйăхра вăл пĕтĕмпе çичĕ района çитĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика