ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Вурнарской районной газеты "Путь победы"

Ыран мĕн пулассине паян вуласа пĕлеймĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2018 16:02 Просмотров: 70

Валера Иванов Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипек ялĕнче çуралса ÿснĕ. Йышлă çемьери саккăрмĕш ача вăл.

Унăн пурнăçĕ çăмăл пулнă теме çук. Амăшĕ аллă çултан каçсанах çĕре кĕнĕ. Çемье туслă пулни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшса пынă вĕсене. Ашшĕ те, аслисем те кĕçĕннисене ура çине тăратассишĕн тăрăшнă. Тăхăр ача тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ. Тавах Турра, вĕсем паянхи кун та пурте пурăнаççĕ.

...Вăхăт шав малалла шăвать. Шкул çулĕсем хыçа юлнă. Патвар кĕлеткеллĕ Валера Иванов Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама тухса кайнă, флота лекнĕ. Виçĕ çултан каччă киле пĕрремĕш статьяри старшина званипе таврăннă. Çар ретĕнче те япăххисен шутĕнче пулман вăл, яла килсен те ĕçсĕр çапкаланса çÿремен. Вăйпа мухтаннине те курман ăна. Юлташĕсем ăна ашшĕ ячĕпе «Уртек» тесе хисеплеççĕ.

Кăшт вăхăтран Валера Шупашкарти Трактор заводне вырнаçнă, слесарьте ĕçлеме пуçланă. ,çĕ çăмăл мар, анчах чун туртнăскер. Кунтах пулас мăшăрне Надеждăна тĕл пулнă. Çамрăксем пĕр хушă туслă çÿренĕ хыççăн çемье çавăрнă. Кĕçех хĕрпе ывăл çут тĕнчене килнĕ.

Пурнăç кĕнеке мар çав. Ыран мĕн пулассине паян вуласа пĕлме çук. Ивановсен çемйине те инкек алăк шаккаса кĕмен. Валерăна ура ыратни канăçсăрлантарма пуçланă. «Иртĕ-ха», – тесе лăплантарнă вăл хăйне хăй. Анчах чир аталансах пынă. Чĕптĕм куç хупмасăр икĕ урине ыталаса макăрнă каç та сахал мар пулнă. Тухтăрсем те нимĕнпе те пулăшайман, эмелсен усси те туйăнман. Юлашкинчен – чĕрене çурса ярасла «приговор»...

Икĕ урасăр тăрса юлнă арçын мĕн чăтнине сăмахпа çырса кăтартаймăн. Кунашкал синкерте никам та пулăшма пултарайманнине, хăйĕн вăйне, чун çирĕплĕхне шанмаллине вара Валера питĕ лайăх ăнланнă-ха. Анчах пуçра çĕр тĕрлĕ шухăш явăннă... Вĕсен хушшинче пурнăçран уйрăлма хистекеннисем те пулнă... «Çук! Чăтмалла! Пурăнмалла! Кĕрешмелле! Ачасене ура çине тăратмалла!» – çапла хăйне хăй хытарса усал шухăшсене сирнĕ вăл. Хунав ярса тепĕр хут çитĕнесшĕн ăнтăлакан йывăç пек пулнă вăл çак самантсенче. Валера çут тĕнче илемĕпе киленсе пурăнма çирĕп шухăш тытнă. Хуллен протезсене хăнăхма пуçланă. Кÿме те пулнă-ха унăн. Анчах шăла çыртса та пулин утăм хыççăн утăм тума тăрăшнă. Мĕн тетĕр? Хуллен утма пуçларĕ. «Ока» машина туянсан вара Валера хăйне çĕнĕрен çуралнă пекех туйрĕ. Кашни эрнерех канмалли кунсенче тăван яла çÿреме пуçларĕ. Унта тăванĕсемпе, юлташĕсемпе йывăр хуйха пусарчĕ. Майĕпен чун суранĕсем те, ÿт суранĕсем те тÿрленме пуçларĕç...

Мана питĕ йывăр çак йĕркесене çырма. Вăйпитти çын унтан-кунтан тыткаласа кухньăна кайнине курсан шăпăрах куççуль юхса анчĕ... Анчах ун пек çынсем нăйкăшмаççĕ, хăйне хĕрхеннине те юратмаççĕ. Пулăшас тесен те: «Ан тив, хамах», – теççĕ.

Халĕ Николай Островскин «Хурçă мĕнле хĕрнĕ?» кĕнекине вуламаççĕ. Шкул ачисем вара ун çинчен вуçех те пĕлмеççĕ. Юлашки вăхăтра тата çакна та час-часах асăрхама пулать: кăштах йывăрлăха кĕрсе ÿксенех çынсем хăйсем çине алă хураççĕ е ĕçке ярăнаççĕ. Çапла майпа çăмăллăх тупăнать тейĕн. Анчах ĕçни нихăçан та ырă патне илсе пымасть. Валера Иванов пеккисенчен тĕслĕх илмелле. Чунпа вăйлă этем нимĕнле инкеке те, чир-чĕре те парăнмасть. Пурнăç вăрăм та, кĕске те – ĕмĕр те пĕрре килет. Ку тĕнчере эпир хăнара кăна.

Иван АНТОНОВ.

Кĕçĕн Кипек.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ