Пĕтĕм ĕç ялпа çыхăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2018, 16:02 Просмотров: 530

Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕ пĕчĕк мар, пурĕ сакăр яла пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенче 1354 çын пурăнать: вăйпитти, ĕçлеме пултаракансем 782-ĕн, пенсионерсем 349-ăн, шкулта вĕренекенсем 93-ĕн. Демографи лару-тăрăвне илес пулсан çапларах ÿкерчĕк тухса тăрать: ял тăрăхне кĕрекен ялсенче пĕлтĕр 13 ача çут тĕнчене килнĕ, çав вăхăтрах 34 çын пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайнă. Иртнĕ çулта виçĕ ялта – Çĕн Кипекре, Кив Сăрьелте, Туçи Çармăсра пĕр ача та çуралман.

– Çамрăксем яла юлччăр тетпĕр. /ркенмесен ĕç кирек ăçта та тупма пулать. Тĕрĕссипе, халĕ ялта хуларинчен те лайăхрах пурăнма майсем çителĕклĕ. Кашни килте тенĕ пекех çăл пур, пÿрте те вутăпа хутса ăшăтас çук, кунĕпех газ çунать. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усрасан тупăшĕ килетех. Пирĕн ял тăрăхĕнче 3–4 пуç ĕне тытакансем те сахал мар. Чăн та, выльăх усрас пулсан ĕçĕ те нумай. Анчах та ĕçлесен усси пулатех, кĕсьерен те укçа татăлмасть, – калаçăва пуçларĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Волков.

Вăл каланă тăрăх, Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕнче пушă выртакан çĕр лаптăкĕсем çук. Кунти çĕрсен пĕр пайĕпе Вăрнарти аш-какай комбиначĕ усă курать. Фермер хуçалăхĕсем те çĕрпе пĕлсе ĕçлеççĕ. «Луч» хуçалăха та çĕре арендăна панă.

Ачасем Кĕçĕн Кипек шкулĕнче пĕлÿ пухаççĕ. Хальхи вăхăтра ку вĕренÿ учрежденийĕнче куллен 93 ача вĕренет. Учительсен коллективĕ пĕр-пĕринпе туслă, вĕрентÿ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ вĕсем. Ачасене вара тĕрлĕ енлĕн аталанма условисем сахал мар. Уроксем хыççăн кружоксем ĕçлени шăпах çакна çирĕплетсе парать.

2015 çулта шкул çумĕнче 25 вырăнлă ача сачĕ ĕçлеме пуçланине те палăртма кăмăллă. Çурта тĕпрен юсанă, инвентарьпе теттесем те çителĕклĕ туяннă. Шкул çулне çитменскерсемпе ĕçлекенсем – хăйсен ĕçне чунтан парăннăскерсем. Шкулта та, садикре те вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ.

– Ял тăрăхĕн администрацийĕ вĕренÿ учрежденийĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Хăшпĕр мероприятине пĕрлехи вăйпа йĕркелесе ирттеретпĕр. Çулталăкри ĕç планне мĕн кĕртнĕ – çавна пĕтĕмпех пурнăçлатпăр. Ачасемпе çамрăксем хăйсен пушă вăхăтне спорт лапамĕсенче усăллă ирттерме пултараççĕ, – терĕ С.Волков пуçлăх.

Шел пулин те, ял тăрăхĕнчи çичĕ çемьене профилактика учетне илнĕ. Вĕсенче 15 ача ÿсет. Иртнĕ çулта тата тепĕр çемьене учета кĕртме тивнĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕрне те куçран вĕçертмест, участокри полици ĕçченĕпе пĕрле рейда тухаççĕ, учетри çемьесене профилактика канашне чĕнсе илеççĕ. Пĕлтĕр акă 10 лару ирттернĕ, унта тĕрлĕ ыйту пăхса тухнă.

– Ялсенче субботниксем ирттересси йăлана кĕнĕ, вĕсене халăх хастар хутшăнать. Çуркуннехи тата кĕркуннехи тапхăрта çулсерен эрозие хирĕç кĕрешсе йывăçсем лартатпăр. Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене асăнса тунă палăксене çулсерен юсатпăр. Кив Шуртанти çăвара кăçал пÿрт тума палăртрăмăр. Ял халăхĕ те ку ĕçе активлă хутшăнасса шанатпăр, – калаçăва тăсрĕ Сергей Калистратович.

Вăл хăрушсăрлăх пирки пĕр самантлăха манманнине те асăнчĕ. Вут-çулăма сÿнтерме пĕр пушар машини тата икĕ мотопомпа пур. Инкек сиксе тухсан чĕннĕ çĕре тÿрех тухса кайма пултараççĕ. Пĕлтĕр ял тăрăхĕнче пĕр пушар та пулман. Анчах та пушар хуралĕн ĕçченĕсем ытти ял тăрăхĕсенчи ялсенче тухнă пушара сÿнтерме ултă хутчен кайса килнĕ.

2017 çулта ял тăрăхĕн администрацийĕ чылай ĕç туса ирттернĕ. Кив Сăрьелти Советски урама, Кĕçĕн Кипекри Зеленăй тата Дружба урамсем хушшинчи лаптăка юсанă. Кив Шуртан ял клубĕн тăррине çĕнетнĕ. Тăватă ялти урамсенчи юпасем çине электроэнергие перекетлеме май паракан лампочкăсем вырнаçтарнă тата ытти хăшпĕр ĕçсене пурнăçланă. Кăçал та тумалли ĕç сахалах мар.

Туйсем кĕрлесен, ача-пăча сасси янăрасан ял пурăнать, унăн малашлăхĕ те палăрать.

Юрий КОРНИЛОВ.       

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика