Йышăнура – çивĕч ыйтусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2018, 16:03 Просмотров: 497

Юнкун район çыннисен хăйсене хумхантаракан ыйтусене Чăваш Республикинчи федераллă тĕп инспектора Геннадий Федорова пама май пулчĕ – вăл Вăрнар районĕнче граждансен йышăнăвне йĕркелерĕ.

Кунашкал тĕлпулусенче тĕрлĕ енлĕ ыйтусем хускатнăран ун ĕçне çавăн пекех Чăваш ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, строительство министерствин пай пуçлăхĕсем Наталья Шибалова тата Александр Тихонов, транспорт министерствин пай пуçлăхĕ Максим Петров, суд приставĕсен федераллă службин Чăваш енри управленийĕн ертÿçи Анатолий Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, район прокурорĕн заместителĕ Алексей Владимиров хутшăнчĕç.

Федераллă тĕп инспектор влаç представителĕсене граждансен ыйтăвĕсем çине тивĕçлĕ те тĕрĕс хурав пама асăрхаттарчĕ.

Йышăнăва килнĕ ыйтусенчен ытларахăшĕ çулсен тăрăмĕпе çыхăнчĕ. Вăрнарти Илларионов урамĕ хĕррипе тротуар кирли тата урама çутатасси пирки ыйтăва юлашки ик çулта темиçе йышăнура та, Пĕрлехи информаци кунĕсенче те умлă-хыçлă хускатрĕç ĕнтĕ. Чăваш ен транспорт министерствин представителĕ Максим Петров ыйтăва тимлĕхе илессине палăртрĕ. Ку объекта кăçалхи ĕç планне кĕртме май çук. Проект та хатĕр мар, ăна валли кăна сахалтан та 1,5 – 2 млн тенкĕ кирлĕ.

Калининăра пурăнакан Елена Иванова та салари çынсен пăшăрханăвне пĕлтерчĕ – автотрасса иртекен урамра тротуар çук, çавăн пекех Гагарин тата Ленин урамĕсенче çутă системине йĕркелемелле.

Вăрнарта, Хапăсра пурăнакансен те ыйтăвĕ çивĕч – поселокра Советски тата Комсомольски урамĕсенчи, салара Тĕп урамри çула çĕнетесшĕн. «Республика бюджетĕнчен пулăшма май çук-ши?» – ыйтрĕç вĕсем.

Вăрнарта кăçал Комсомольски тата Ашмаров урамĕсенче çулсем якалмалла. Советски урама вара 2019 çулхи юсав планне кĕртнĕ.

Хапăсри çул юсавĕ пирки тишкермелли пур. Ăна пĕлтĕр çĕнетме пулнă, транспорт министерствин представителĕ каланă тăрăх, перераспределени шучĕпе укçана урăх объектсем çине яма тивнĕ. Федераллă тĕп инспектор ку лару-тăрăва тишкерме ыйтрĕ.

Малти Ишек тăрăхĕнчи Вячеслав Ластухин, ахăртнех, хушма хуçалăх тытакансене паян кулянтаракан чи çивĕч ыйтăва хускатрĕ – сĕт хакĕ йÿнĕ пулни. Танлаштаруллă цифра та илсе пачĕ вăл: 2014 çулта чĕртавара 18 тенкĕпе, 2017-мĕшĕнче – 24 тенкĕпе, кăçалхи январь тĕлне 16 тенкĕпе, халĕ – 12-пе çеç туяннă. Килĕнче вăл ултă ĕне тытать. Çур çулта, сĕт йÿнелнĕ пирки, 50 пин тенкĕ ытла тăкак курнă.

Федераллă тĕп инспектор Геннадий Федоров та, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та чылай регионшăн ку ыйту çивĕччине палăртрĕç. Халăхран туянакан сĕт хакĕ, тĕпрен илсен, ытти çĕршывсенчен кÿрсе килекен типĕ сĕт калăпăшĕ пысăк пулнипе çыхăннине ăнлантарчĕç. Çавăнпа та сăвăм ÿснĕ тапхăрта ку чĕртавар тата йÿнелесси пирки те иккĕленмеççĕ. Республика влаçĕ сĕт хакне ку вăхăтра ытлашши чакарас мар тесе пĕтĕм вăя хывĕ, палăртрĕç йышăну ирттерекенсем.

Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, паян республикăра халăхран туянакан сĕтĕн вăтам хакĕ 13 тенкĕ те 20 пуспа танлашать. Сĕт производствин эффективлăхне тивĕçтерме вăл темиçе пуç ĕне тытакансен хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелени тухăçлăрах пулнине палăртрĕ. Сĕте те хаклăрахпа сутаять, патшалăхран пулăшăва та тивĕçет. Çавăн пекех министр Чăваш ен Пуçлăхĕ сĕте хамăр республика территорийĕнчех тирпейлесе кăларас задачăна лартнине, çакă хак лару-тăрăвне те витĕм кÿрессине каларĕ.

Вăрнарти Владимирски урамра пурăнакан нумай ачаллă хĕрарăм ятарлă программăпа 2012 çулта çĕклеме пуçланă çурта халĕ те хута яма май çуккишĕн пăшăрханса пĕлтерчĕ. Строительство йĕркесĕр подрядчик лекнипе тăсăлса кайнă, вăл укçине илнĕ, анчах ĕçсене çуррине те пурнăçламан. Вĕçлев ĕçĕсене муниципалитетăн хăй çине илме тивнĕ. Хамăр территорири строительство организацийĕсен вăйĕпе çурта кăçал кĕмелле тăвĕç.

Чăрăшкас Мăратри нумай ачаллă çемье валли çĕклеме тытăннă пÿрт строительствине те бюджет пулăшăвне хывмалла. Минстрой представителĕ ку ыйту тимлĕхрех пулнине, укçа уйăрма май пуррине те палăртрĕ.

Вăрнарсемшĕн поселокра тасатмалли биологи сооруженийĕсем тăвасси те çивĕч. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ку енĕпе ĕç тытăннине, проект экспертиза витĕр ăнăçлă тухнине пĕлтерчĕ. Пĕтĕмĕшле хакĕ 300 млн ытла тенкĕ. Республика влаçĕн представителĕсем проект «Таса Атăл» программăна тивĕçлипех кĕрессине шантарчĕç.

Çавăн пекех йышăнура поселокри Советски урамри 6-мĕш çурт картишĕнче нумай хваттерлĕ çурт çĕклессине хирĕçле ыйту пулчĕ. Пĕччен пенсионерка хăйне çĕрĕшнĕ çуртран куçарса хăтлă хваттерпе тивĕçтерме ыйтрĕ.

Чăваш Республикинчи федераллă тĕп инспектор Геннадий Федоров йышăну вăхăтĕнче килнĕ мĕнпур ыйтăва пăхса тухассине, вĕсем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнассине пĕлтерчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика