100 çула хастаррăн утать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.02.2023, 09:16 Просмотров: 366

Пăваялĕнче пурăнакан маттур та ĕçчен 99 çулхи кинемей пирки илтсен шалт тĕлĕнсе кайрăм. Евлампия Филипповна Филиппова кăçал 100 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет пулин те, халĕ те çивĕч ăс-тăнлă, пултаруллă, кил-тĕрĕшри вак-тĕвек ĕçсене хăех пурнăçлать иккен.

Паянхи кун Евлампия Филипповна пысăк, çутă, хăтлă икĕ хутлă çуртра пурăнать. Пÿрте кĕрсен вăл мăнукĕн ачине кÿмере сиктерсе ларатчĕ. Сывлăх сунса сĕтел хушшине вырнаçрăмăр. Ватă кинеми хăйĕн çинчен каласа кăтартрĕ.

Евлампия Филипповна Канаш районĕнчи Пратьякас Енĕшре 1923 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче кун çути курнă. Çемьери иккĕмĕш ача. Ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнче нумай та пурăнман хĕрпĕрчи. Çĕр çинчи чи çывăх çыннисем пĕрин хыççăн тепри йывăр чирлесе çĕре кĕнĕ. Амăшĕнчен 8-та чухне, ашшĕнчен 11 çулта тăлăха юлнă вăл. Шкулта та 4 класс таран çеç вĕренме тÿр килнĕ ăна. Мĕн пĕчĕкренех йывăр ĕçре пиçĕхнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан чикĕре хĕсметре тăнă пиччĕшĕ те хыпарсăр çухалнă. Çак вăхăтри хăрушă çулсене аса илсен халĕ те куçĕ шывланать Евлампия Филипповнан. Мĕн кăна чăтса ирттермен пуль çамрăк хĕр/ Ир пуçласа каçччен уй-хирте ĕçленĕ. «Вăйпитти арçынсене вăрçа илсе кайнă. Эпир, хĕрсем, сухапуç тытнă, сÿреленĕ. Кашни кун апатланма пĕр стакан пăрçа çăнăхĕ паратчĕç. Хамăр та, лашасем те выçăччĕ, вăйсăрланнипе сулăна-сулăна каяттăмăр. Пĕлтĕрхи çĕрĕк çĕрулмине чакаласа çиеттĕмĕр. Эпир чăтса ирттернĕ йывăрлăхсене паян никам та ан куртăр», - тет Евлампия Филипповна.

Пĕр ĕçрен те тăрса юлман маттур пике. Окоп та чавнă, хĕллехи вăхăтра вăрман та каснă, кантăр çапнă, торф кăларнă - пур çĕрте те тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă.

Вăрçă хыççăн конюхра ĕçленĕ. Юхăнчăк кил-çуртне çĕнетме те вăй çитернĕ. Евлампия Филипповна 1947 çулта Люба ятлă хĕрне пурнăç парнеленĕ. Ăна вĕрентсе кăларса тивĕçлĕ воспитани парассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă. Яланах малтисен ретĕнче пулнă. Колхоз ĕçне те ĕлкĕрнĕ, кил-хуçалăхра та выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă.

Шкул хыççăн хĕрĕ Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен выльăх тухтăрне вĕренсе тухнă. Пăваяль каччипе - Виталийпе - çемье çавăрса 6 ача пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем вĕренсе тăван килтен вĕçсе тухсан 80 çулти амăшне хăйĕн патне илсе килнĕ Люба. Шел те, виçĕ çул каялла унăн пурнăçĕ чире пула вăхăтсăр татăлчĕ.

Темĕнле йывăр пулсан та хăйĕн шăпине пĕртте ÿпкелемест Евлампия Филипповна. Пĕр кун та ал усса ларман, халĕ те ĕçлемесĕр пурăнаймасть ватă çын. Çуллахи вăхăтра пахчара тăрмашать, çум çумлать, çава тытса утă çулма та пултарать. Чăх-чĕпсене пăхса-асăрхаса тăрать. Хĕллехи вăхăтра кансĕртерех ĕнтĕ. Ытларах пÿртре кун каçмалла. Апатланнă хыççăн чашăк-тирĕке те хăех тирпейлесе лартать, чĕркуçленсе урай çума та вăй-хал çитерет. Чăннипех маттур кинемей!

99 çула çитсе те пульницăра пĕр-икĕ хут çеç пулнă вăл. Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши/ Çывăх çыннисем каланă тăрăх, Евлампия Филипповна сĕт ĕçме юратать, килте пĕçернĕ апат-çимĕçе çеç кăмăллать. Лавккаран илнĕ кăлпасси-пельмене çăвара та хыпмасть. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнать тесен те йăнăш пулмĕ. Çынпа яланах ырă кăмăллă, тарават.

Евлампия Филипповна Филиппована Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин юбилейлă тата «Тыл ĕçченĕ» медальсемпе наградăланă. Паян ватă кинеми Борис мăнукĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Куç тулли телейĕ вара 6 мăнукĕнче, 11 кĕçĕн мăнукĕнче тата кĕçĕн мăнукĕсен 5 ачинче. Çывăх çыннисемшĕн вăл ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Оксана СЕМЕНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика