Çивĕч ыйтусене шута илсе...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.02.2023, 09:17 Просмотров: 362

Ковид чарăвĕсем хыççăн виçĕ çултан ялсенче ирттерекен Пĕрлехи информаци кунĕсем каллех таврăнчĕç. Халĕ вĕсем урăхларах форматпа иртеççĕ. Влаç представителĕсем кун йĕркинчи ыйтусене вырăнти проблемăсене кура палăртаççĕ.

Мăн Явăш тăрăхĕнче пурăнакансене чылай вăхăт ĕнтĕ çул ыйтăвĕ канăçсăрлантарать. Ку ялалла кайнă чухне хирĕç пулакан КамАЗсем, трасса айăккипе çĕкленнĕ тем пысăкăш хăйăр «тăвĕ» ĕç тинех пуçăнассине çирĕплетеççĕ. «Кăçал çулăн пысăк пайне тусан тем пекехчĕ»,- терĕç çынсем информаци кунĕнче. Тĕлпулăва «Чувашупрдор» представителĕ Олег Марков хутшăннăран, вĕсен ку енĕпе ыйтусем чылай пулчĕç. Влаç çынни çул строительстви виçĕ çула тăсăласса палăртрĕ.

Хĕллехи вăхăтра çулсене тытса тăрас ыйтăва та кун йĕркине ăнсăртран кĕртмен. Интернет уçлăхĕнче Вăрнар-Пăртас çулĕ çинче конькипе ярăнакан хĕрача халăхра вăйлă резонанс çуратрĕ. Олег Михайлович кăçал пăрлă çумăр хыççăнах шартлама сивĕсем чăнах та подрядчиксемшĕн йывăрлăх кăларса тăратнине палăртрĕ. Кунашкал ыйтусем кашни муниципалитетрах сиксе тухнине каларĕ.

Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов Шĕнер Ишек, Пăртас, Уйкас Кипек тăрăхĕсенче вăл вăхăтра уйрăмах çулсем чăрмавлă пулнине çирĕплетрĕ. Чи хăрушă участоксене çирĕп тимлĕхе илнине, анчах та хăйăрпа тăвар хутăшĕ сивĕ çанталăкра хăйĕн витĕмне чакарнине каларĕ. Концентрата ÿстерме те тиврĕ, шел те, ун эффективлăхĕ сахалрах, терĕ вăл. Подрядчиксем те ыйтăва тимлĕхрен кăларманнине, çийĕнчех мерăсем йышăннине пĕлтерчĕ.

Андрей Владимирович халăха пăшăрхантаракан тепĕр ыйту тĕлĕшпе те - çÿп-çап контейнерĕсен площадкисене тытса тăрассипе - лару-тăру улшăнасса палăртрĕ. Ку енĕпе малтанхи ĕçсене пурнăçланă ĕнтĕ, контейнерсен шутне палăртнă, вĕсен çывăхне тасатса тăрассипе уйрăммăн тимлĕç. Çавăн пекех çул хĕррипе ÿсекен йывăçсем тĕлĕшпе те системăллă ĕçлемеллине палăртрĕ округ пуçлăхĕ.

Андрей Тихонов хамăр тăрăхра наци проекчĕсемпе, регионти программăсемпе тĕрлĕ ĕç пурнăçланнине аса илтерчĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çыру та тÿреммĕн халăх пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннине ун саманчĕсемпе çирĕплетрĕ.

Мăн Явăшра пурăнакансем çавăн пекех хăйсем патне пассажир транспорчĕ çÿременшĕн пăшăрханса калаçрĕç. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ çумĕнче вырнаçнă унчченхи ача садĕнче ваттисем валли пÿлĕмсем тума май çук-и/ Çак ыйту та канăçсăрлантарчĕ вĕсене. Уйкас-явăшсем хăйсем патĕнче çĕнĕ клуб тăвасшăн...

Информаци ушкăнĕ çавăн пекех Çавалкас тăрăхĕнчи халăхпа та тĕл пулнă. Кунта пурăнакансем ялсене хăтлăх кĕртес, урамсенчи электричество çутипе, хуçасăр кил-çуртсемпе çыхăннă ыйтусене хускатнă.

Мĕнпур ыйтăва тимлĕхе илнĕ. Вĕсем тĕлĕшпе çывăх вăхăтра хуравсем парĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика