Чăннипех те икерчĕпе тулăх пулчĕ Вăрнарти Çăварни уявĕ. Ку енĕпе шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсен коллективĕсене мухтамалла. Вĕсен сĕтелĕсем ку çимĕç енчен авăнса кăна тăчĕç. Мĕн тĕрлине кăна хатĕрлемен пулĕ вĕсем/ Тăпăрчăпа, варенипе, кăмпапа, повидлăпа, ыттипе çавăрнă. Шашлăк, канапе евĕр... Тем тĕрлĕ эрешлисем... Куç алчăрать. Хăшĕсем икерчĕне вырăнта та пĕçернĕрен сăмсана аякранах тутлă шăршă кăтăклать.
Ахальтен мар ĕнтĕ садиксен палаткисем патĕнчен çын татăлма пĕлмерĕ. Вĕсем пурне те тÿлевсĕрех Çăварни çимĕçне тутанма сĕнчĕç, техĕмлĕ чейпе хăналарĕç.
- Тул çутăличченех паян ĕçе пикеннĕ, - терĕç, акă, Çĕньял Хапăсри «Ивушка» ача садĕнче тимлекенсем. Вĕсен тулăх сĕтелĕ çинче Çăварнин кашни кунĕпе çыхăннă икерчĕсен чашăкĕсем те пулчĕç.
Муниципаллă округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов ертсе пыракан жюри ушкăнĕ кашни сĕтелти чи оригиналлă çимĕçе тутанса хакларĕ. Ача сачĕсен коллективĕсем хăйсен шедеврĕсене юрă-кĕвĕпе, сăвă-шÿтпе çыхăнтарса презентацилерĕç. Чи маттуррисем Вăрнарти «Ромашка» тата Калининăри «Светлячок» ача сачĕсем пулчĕç. Вĕсем 10-шар пин тенкĕлĕх сертификатсене тивĕçрĕç. Ытти ача сачĕсем те кашниех тĕрлĕ номинацисен çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç. Чăннипех те маттурсем!
Çăварни уявĕ хаваслă иртрĕ. Вăл юрă-кĕвве, спорт мероприятийĕсене, тĕрлĕ конкурссене пĕрлештерчĕ.
Çакна та палăртмасăр иртме çук. Концерт программи пуçласа çĕнĕ сцена çинче иртрĕ. Клуб учрежденийĕсем вăрнарсем валли хĕрĕх ытла номер хатĕрленĕ! Вĕсен хаваслă юррисем урасене ирĕксĕрлесе ташлаттарчĕç, нумайăшĕ вăйă картине тăрса ташларĕ.
Астăватăр-и, Çăварни эрнинче кашни кун тенĕ пек катаччи чупаттăмăр/ Маларахри çулсенче районти уявра та илемлетсе кÿлнĕ лашасем чылаййăн тухатчĕç. Юлашки çулсенче, шел те, вĕсен шучĕ чаксах пычĕ. Кăçал ачасене Çăварни катаччине пĕр лашапа тепĕр пони ярăнтарчĕç.
Обществăлла апатлану предприятийĕсене те мухтамалла. Вĕсем пухăннисене тутлă шÿрпепе, техĕмлĕ шашлăкпа, ытти çимĕçпе сăйларĕç.
Çăварни тухса кайнипе пĕрлех вăрнарсем хĕлпе те хаваспах сывпуллашрĕç. Йывăрлăхсем, тĕрлĕ чир-чĕр иртсе кайтăр тесе катемпие çунтарчĕç, çуркуннене хавас пулнине пĕлтерчĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |